АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔÇЕХ ÇĔНĔ ПАСАР УÇĂЛĔ

11 июля 2008 г.

КĔÇЕХ ÇĔНĔ ПАСАР УÇĂЛĔ

«Ку вăл хресченсемшĕн хăйсем ÿстерсе туса илнĕ çимĕçсене сутма вăйлă, конкретлă, практикăллă пулăшу пулĕ. Ку чухнехи пасар культури те йĕркеленĕ», - палăртнăччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче пирĕн районта ял хуçалăх пасарне тума пуçласа пĕрремĕш кирпĕч хунă чухне. Çак церемоние Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев та хутшăннăччĕ. Вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх продукчĕсем экологи енчен чи тасисем тесе пĕлтернĕччĕ.

Пирĕн районта ял хуçалăхĕн пулас пасарĕ автовокзал çывăхĕнче вырнаçнă. Объект 2, 5 гектар йышăнать. Унта пахча-çимĕç, улма-çырла, аш-какай тата сĕт таварĕсем сутмалли суту-илÿ речĕсем валли павильонсем хăпартаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх тата ытти выльăх-чĕрлĕх сутмалли, машинăсем лартмалли вырăнсем те тăваççĕ.

Ял хуçалăх пасарĕнчи павильона «Средняя Волга» акционерсен хупă пĕрлĕхĕ хăпартать. Строительсен организацине С.Шамуков ертсе пырать. Объекта СПСК «Канашский» саккас панă пулнă. Подрядчиксем паянхи куна 12 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Шыв тата канализаци сечĕсене хурса тухнă, никĕс ярса павильонăн стенисене хăпартас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Пасар тунă çĕрте вун икĕ çын тăрăшать, строительство ĕçĕсене А.Антонов прораб йĕркелесе пырать.

Объектри лару-тăрупа паллашма пынă чухне Василий Кузнецовпа Александр Данилов монтажниксем (ÿкерчĕкре) павильон тăрринчи тимĕр каркаса вырнаçтарассипе ĕçлетчĕç. Вĕсем тимĕре сварка вăйĕпе çыпăçтарнă хыççăн тутăхасран çийĕнчех сăрăпа сăрласа пыраççĕ. Инçех те мар кирпĕч хуракансен бригади тăрăшать, Николай Семенов, Дмитрий Никитин, Юрий Владимиров, Олег Михайлов тата Сергей Никитини (ÿкерчĕкре) суту-илÿ павильонĕн стенине блоксем хурса хăпартаççĕ. Вĕсене Евгений Леонидов растворпа тивĕçтерсе тăрать.

Суту-илÿ павильонĕ 1285 тăваткал метр йышăнать (ÿкерчĕкре), ăна пурнăçа кĕртме 45 миллион укçа-тенкĕ хута кайĕ. Суту-илÿ лаптăкĕн халĕ строительство ĕçĕсем пыракан пĕр тăваткал метрĕ 35 пин тенкĕпе танлашать. Пасар территорийĕнче кĕçех мăйракаллă шултра выльăх тата ытти выльăх-чĕрлĕхе сутмалли 180 тăваткал метр лаптăк йышăнакан навес тума тытăнаççĕ. Объекта саккас паракансем кооператива кĕрес текенсене хапăл тусах йышăнаççĕ. Ара, ял хуçалăх пасарĕнче хăвăн суту-илÿ вырăнĕ пурри аван-çке.

Пирĕн районти ял хуçалăх пасарĕ хальлĕхе строительство объекчĕ кăна-ха, кĕçех, авăн уйăхĕнче, суту-илÿ павильонĕ хута кайнă хыççăн, вăл шавлă та тупăшлă вырăн пулса тăрасса шанас килет.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика