АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĂМĂЛ АЛĂПА

11 июля 2008 г.

ÇĂМĂЛ АЛĂПА

Кăн-кăвак тÿпере икĕ шурă кăвакарчăн чунĕсене уçса çунатланаççĕ. Ывăннăскерсем, каллех пĕрле апатланаççĕ, калаçаççĕ, çунатланаççĕ. Пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ. Кашни çын та хăйĕн чунĕн иккĕмĕш пайне шырать. Телейлĕ мăшăр вара алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакĕпе утать...

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Канаш хулишĕн питĕ паллă кун пулчĕ. Раççей кунĕнче пирĕн хулара çĕнĕ Çырăнтару керменĕ уçăлчĕ. Кермен алăкĕсене çăмăл алăпа пуçласа уçакансем вара Алексей Николаевпа Марина Никитина пулчĕç.

Алексей Канаш хулинче çуралса ÿснĕ, тăхăр класс хыççăн 17-мĕш училищĕре электромонтера вĕреннĕ. Каярахпа каччă Новосибирск хулинче çар службинче тăнă. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн ăна икĕ хутчен Хисеп хучĕсем парса чыс тунă. Чăваш çĕршывне таврăнсан, малтан Алексей хула администрацийĕнче тăрăшать, каярахпа Перекет банкне ĕçлеме куçать. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕнче экономика факультетĕнче вĕренет.

– Чăннипе каласан, эпĕ Маринăна пĕрре курсах килĕштерсе пăрахрăм, – терĕ яштака пÿ-сийлĕ каччă, хăйĕн мăшăрĕ çине ытарайми куçпа пăхса. – Вăл ман чĕрене хăйĕн чиперлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, чун тасалăхĕпе парăнтарчĕ. Эпир савнă тусăмпа час-часах парксенче, заливра çÿреттĕмĕр, кино курма юрататăмăр. Кăштах вăхăт иртсен вара хамăн ăшри туйăмсем çинчен чуна уçса каласа патăм. Пĕр-пĕринпе паллашнăранпа çулталăк çурă çитнĕ кун – паян ĕнтĕ вăл – пĕрлешрĕмĕр те, – хăйĕн савăнăçне пытармасăрах калаçăва вĕçлерĕ телейлĕ каччă.

Марина Ямаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти кооператив институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Студент пулнă вăхăтра пултаруллă хĕрача тĕрлĕ творчество уявĕсенче, пуç ватмăш-викторинăсенче малти вырăнсем йышăннă. Диплом илсен ăна Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмне ĕçлеме илнĕ. Марина Раççей Перекет банкĕ 2005 çулта ирттернĕ илемлĕх конкурсне хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнине пĕрле ĕçлекенсем паян кун та хаваспах аса илеççĕ. Хальхи вăхăтра Марина тĕп бухгалтерта ĕçлет.

– Леша пек ырă чунлă çын урăх ниçта та çук пулĕ. Вăл манăн кашни чĕре таппине туять, кирлĕ вăхăтра ăшă сăмах тупма пĕлет, йывăр вăхăтра хăйĕн çирĕп аллине пама манмасть, – терĕ Марина. – Сире «вăрттăнлăха» уçса парам-ха: Леша çав тери илемлĕ сăвăсем кĕвĕлет. Малтан эпĕ унăн пултарулăхĕ пирки иккĕленеттĕмчĕ, вăхăт вара пĕр çынра çирĕплĕх, маттурлăх тата чун витĕмлĕх паллисем пĕр-пĕринпе килĕшуллĕн çыхăнма пултарнине кăтартрĕ.

Юратнă аппа тата Леша, сире эсир мăшăрланнă ятпа Никитинсен çемйи, тăвансем, ял-йышсем саламлаççĕ. Юман пек çирĕп ывăлсем, хурăн пек яштака та илемлĕ хĕрсем сунаççĕ. Çемье телейлĕхне ĕмĕр-ĕмĕр упрама тăрăшăр, юрату хĕлхемне сÿнме ан парăр.

ŸКЕРЧĔКРЕ: Маринăпа Леша.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика