АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АТТЕ–АННЕРЕН ХАКЛИ ÇУК

11 июля 2008 г.

АТТЕ–АННЕРЕН ХАКЛИ ÇУК

Мĕн авалтан, çĕр çинче пурнăç пуçланса кайсанах, пур чĕр чун, ÿсен-тăран пĕр-пĕринпе çывăхланса хăйсен хыççăн çĕнĕ ăру хăварма тăрăшнă. Çак пулăма эпир этем хушшинче те асăрхама пултаратпăр.

Атте! Анне! Ытарайми çывăх сăмахсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ çепĕç те ырă сăмах калас килет. Юнашар ларса ăшпиллĕн калаçниех мĕне тăрать. Ытла та ăслă тата кăмăллă вĕсем, хăйсен чун-чĕринчи мĕн пур ыррине пире халаллаççĕ. Кунран-кун телей пиллесе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир атте-аннерен вĕренсе пыратпăр, вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр. Çак чăнлăха «Хĕр ача амăшĕ çумне çыпăçать, арçын ача – ашшĕ çумне» текен ваттисен сăмахĕпе те уçса пама пулать.

Атте-аннене радио тата телевиденипе саламласа парнелекен юрăсене илтсен кăмăл çĕкленет, хавас туйăм çуралать. Еплерех чуна тыткăнлакан сăмахсемпе çырма пултарнă вĕсене сăвăçсем. Сăввисене юрра хываканĕсем те чи çепĕç кĕвĕсем суйласа илме пĕлнĕ.

Пирĕн çемье пысăках мар. Виççĕн пурăнатпăр эпир: анне, пичче тата эпĕ. Манăн анне, Светлана Аркадьевна Захарова – çĕр çинче чи лайăххи. Вăл Шăхасан больницинче 21 çул медицина сестри пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Килти пур ĕçе те тума ĕлкĕрет вăл. Анне пире яланах ăнланма тăрăшать, кирлĕ чухне сĕнÿ-канашпа пулăшать.

Мăнăн атте вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пичче Петровский колледжра иккĕмĕш курсра вĕренет. Эпĕ Вырăскас Пикших шкулĕнчи 8-мĕш класран вĕренсе тухрăм. Çемьере пирĕн яланах килĕшÿпе тату хуçаланать. Пиччепе иксĕмĕр анне таврăниччен килти ĕçсене пĕтĕмпех пуçтаратпăр. Мĕн хушнине яланах итлетпĕр.

Ашшĕ-амăшĕн чун ăшшисĕр ÿсекен ачан телейĕ тулли мар. Шел пулин те, ашшĕ-амăшĕсене кÿрентерекенсем те пур пирĕн хушăра. Чылайăшĕ хăйсене пăхса çын тунă çывăх çыннисене ваттисен çуртне кайса яракансем те пур.

Атте-анне пурри – телей. Хамăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăмăрсене нихăçан та чĕререн кăларас çук. Вĕсене пурнăçра яланах пулăшса пыма тăрăшăр. Ача чухне панă чун ăшшине çитĕнсен каялла тавăрса памалла пултăрччĕ. Эпир вĕсен умĕнче яланлăхах парăмра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика