АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН ЫРĂ ĔÇĔ ИНÇЕ ÇУЛА КĔСКЕТЕТ

11 июля 2008 г.

ВĔСЕН ЫРĂ ĔÇĔ ИНÇЕ ÇУЛА КĔСКЕТЕТ

Темиçе ĕмĕр почта службин ĕçченĕсем обществăлла пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç тăваççĕ – вĕсен информацине тĕрĕс те вăхăтра çитермелле, чылай чухне çакă çыннăн, халăхăн, çĕршывăн шăпине татса парать. Почта ĕçченĕсен çăмăл мар ĕçĕ тĕрлĕ хуласемпе çĕршывсем хушшинчи инçе çула кĕскетет.

Канашри почтамтăн хаçат-журнал сортлакан участокĕ Канаш, Комсомольски, Тăвай районĕсенчи тата Канаш хулинчи 58 уйрăма тивĕçтерсе тăрать. Кунта ĕçлекен (аялти ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) Валентина Никитина, Мария Аблясова, Татьяна Уймина сортировщицăсем тата ваккăн сутассин специалисчĕ Елена Александрова хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, пахалăхпа тата вăхăтра туса пыраççĕ. Валентина Васильевна çак ĕçре – 20 çул ытла, хăйĕн пуян опытне хаваспах çамрăксене парать.

Хаçат-журнал, çыру, пенси укçи хуçисем патне вăхăтра çитесси почтальонсенчен нумай килет. Ÿкерчĕкре – Канашри почтамтăн почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн почтальонĕсем (сулахайран сылтăмалла) Римма Школьникова, Галина Шеплягина, Зоя Алексеева, Галина Ильина тата Зиновия Степанова. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн вĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.

Уяв ячĕпе Канашри почтамтăн пĕтĕм коллективне, почта çыхăнăвĕн ветеранĕсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика