09 июля 2008 г.

Калас пулать, нумай патшалăхăн экономикăри пурнăçĕнче коопераци пысăк вырăн йышăнать. Аталаннă çĕршывсем те, ÿсĕмĕсем вăйлах мар çĕршывсем те Пĕтĕм тĕнчери кооператив альянсне кĕреççĕ. Çак пĕрлешÿ çĕр çул тултарнине халалласа 1992 çулта ООН Генеральнăй Ассамблейи кооперативсен праçникне çирĕплетнĕ, 1995 çултан пуçласа ăна çуллен уявласси йăлана кĕнĕ.
«Раççейри потребительсен кооперацийĕн системи йывăр тапхăрсене тÿссе ирттерчĕ, потребкооперацишĕн кăна мар, пĕтĕм çĕршывшăн та чăрмавлă 90-мĕш çулсем хыçа юлчĕç. Халĕ вара пирĕн умра çĕнĕ задачăсем тăраççĕ. Потребительсен кооперацине çĕнĕрен чĕртсе тăратассипе, унăн малтанхи вăй-хăватне тата ят-сумне каялла тавăрассипе çыхăннă задачăсем. Пирĕн нумай тăрăшмалла, пĕрлешÿллĕ вăйпа ĕçлемелле. Социаллă пурнăç тата экономика ыйтăвĕсене ăнăçлă татса парасси эпир пĕрле вăй хунинчен тата кооперативсене пĕрлешнинчен килет», - çапла палăртать кооператорсен паянхи тĕллевне Раççей Федерацийĕн Центросоюз Совечĕн председателĕ Евгений Кузнецов.
«Пĕрлĕхре – вăй» - шăпах çак сăмахсем кооперацин çутă тĕллевлĕ ĕç-хĕлне лайăххăн уçса параççĕ: пĕрне-пĕри ĕçлĕн пулăшса кулленхи ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса памалла. Пĕрлехи тĕллеве çĕнсе илес ĕçре пĕр-пĕрне пулăшас принципа тĕпе хуни республикăри потребительсен кооперацине ырă йăласене сыхласа хăварма тата экономикăри çĕнĕ условисенче ÿсĕмсем тума май пачĕ. Раççейре малти вырăнта пыракан Чăвашпотребсоюз ялсен аталанăвене тата çынсен пурнăç шайне ÿстерме тивĕçлĕ тÿпе хывать», – терĕ Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров пайщиксене, потребкоопераци ĕçченĕсемпе ветеранĕсене професси уявĕпе саламласа. Çапла, Чăвашпотребсоюз çитĕнĕвĕсем сулмаклă: акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмĕшле ĕçсен кăтартăвĕсемпе вăл – Раççейре 2-мĕш вырăн, хатĕрлев ĕçне аталантарса пынăшăн 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Унăн тытăмĕнче Канашри райпо – чи пысăккисенчен тата ăнăçлă аталанса пыраканнисенчен пĕри. Районти кооператорсем хăйсен пирвайхи тивĕçне – ял çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшассине – чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Коллектив хăйĕн продукцийĕн калăпăшне анлăлатса пынипе пĕрлех суту-илÿ, общество апатланăвĕнпе хатĕрлев ĕçĕн кăтартăвĕсене те чакармасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, кооператорсене уяв ячĕпе ăшшăн саламласа, малашне те ÿсĕмлĕн ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе паллаштарчĕ, Канаш тăрăхĕнче çул-йĕр сарас ĕç кал-кал пынине палăртрĕ. Çул-йĕр строительствин ÿсĕмĕсене кура Анат Сурăм, Хыçалкас, Ямăрса ялĕсене программăна кĕртнĕ, кăçал вĕсем те асфальт çулпа çыхăнĕç. Районта малтан 35 км тăршшĕ хытă сийлĕ çĕнĕ çулсем тума палăртнă пулсан, халĕ вĕсем 40 км яхăн тăсăлĕç. Ялсенчи çĕнĕ урамсене электричествăпа тивĕçтересси малалла пырать. Кăçал сакăр ялти урамсене электроçутă çитĕ. Усă курман çĕрсене сухаласа акма районта инвесторсене явăçтараççĕ. Çак ĕç Çеçпĕл тăрăхĕнче вăй илсе пырать. Ăнтавăшпа Ухман тăрăхĕсенче предпринимательсем предприятисем уçнă, апла пулсан унти пушă выртакан çум курăк пусса илнĕ пусăсем çĕнĕрен хута каяс шанăç пур. Шăхасанта çĕнĕ шкул тума палăртнă. Унăн проектпа сметăра палăртнă хакĕ 180 миллион тенкĕне яхăн. Паллах, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен шкул пулĕ вăл.
«Вăхăт пирĕн ума çĕнĕ задачăсем кăларса тăратать. Патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курса кооперативсене активлăрах пĕрлешмелле. Çакă ял çыннисене ку чухнехи предприятисем уçма, инфраструктурăна аталантарма, çапла вара ялти пурнăçа çĕнĕ шая çĕклеме пулăшĕ», – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов. Вăл потребкооперацире нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса палăрнă ĕçченсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса «Кĕçĕн Çавал» кафе аслă поварĕ Алена Корнилова, «Колос» кафе официантки Лариса Аристархова, Катекри макарон цехĕн мастерĕ Людмила Дмитриева, Маякри çăкăр пекарнин операторĕ Василий Мукшин, Шăхасанти универсам заведующийĕ Валентина Захарова, «Урюм» кафе аслă поварĕ Зоя Никитина тивĕçрĕç.
Уявра ĕçре палăрнисене чысласси йăлана кĕнĕ. Райпо совечĕн председателĕ Валерий Павлов, ĕçтешĕсене хастарлăхпа тăрăшулăхшăн тав туса, Раççейри Центросоюз тата Чăвашпотребсоюз наградисене пачĕ. «Колос» кафери Мария Степанова аслă кондитерпа райпо правленийĕн председателĕн çумĕ Зоя Владимирова РФ Центросоюзĕн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕç. Галина Дмитриева фармацевта, Виталий Мурзин механика, Вырăскас Пикшихри магазин заведующине Рюзия Юсупована – «Раççейри потребительсен кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăпа, Татьяна Кондратьева художникпа Ольга Романова товароведа «Раççейри кооператив юхăмĕн çамрăк лидерĕ» паллăпа чысларĕç. Анат Сурăмри çăкăр пекарнин мастерĕ Надежда Никонорова «Потребкооперацире 40 çул лайăх ĕçленĕшĕн» паллăна тивĕçрĕ. Çакнашкал знаксене Шăхасанти хуçалăх магазинĕн заведующийĕ Зоя Ефремова – 30 çул, Роза Муравьева бухгалтер – 25 çул, Сиккассинчи магазин заведующийĕ Надежда Мухина 20 çул пĕр вĕçĕмсĕр ĕçленĕшĕн тивĕçрĕç. Нина Иванова бухгалтер – Раççейри потребкооперацин, тутлă шывсем туса кăларакан цех операторĕ Валентина Смирнова Чăваш Республикинчи потребительсен кооперацийĕн ветеранĕн паллисене илчĕç. Анат Сурăмри Зоя Григорьева пекаре, «Колос» кафери Людмила Степанова аслă повара – Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине, Калиновка ялĕнчи магазин заведующине Лариса Васильевана, Шăхасанти закусочнăй заведующине Любовь Петрована тата Маякри магазин заведующине Людмила Иванована – Чăвашпотребсоюзăн Тав çырăвне парса чыс турĕç. Ухманти апат-çимĕç магазинĕн заведующийĕн Валентина Данилован сăнне Чăвашпотребсоюз Хисеп Хăми çине кĕртнĕ.
Вăтакас Кипечри магазин сутуçи Альбина Васильева, Асхва ялĕнчи магазин заведующийĕ Татьяна Михайлова, Галина Нестерова экономист, Иккĕмĕш Хурамалти магазин заведующийĕ Светлана Платонова, Анат Сурăмри магазин заведующийĕ Людмила Андреева, «Урюм» магазин сутуçи Светлана Кузнецова, «Колос» кафе официантки Ольга Васильева, Татьяна Козлова бухгалтер, Анат Сурăмри çăкăр пекарнин кочегарĕ Леонид Федоров, Вăтакас Кипечри пекарня мастерĕ Ирина Васильева, Мария Павлова товаровед, котельнăй операторĕ Леонид Зайцев, Чакаçри магазин заведующийĕ Валентина Григорьева, Çатăрка Çырми ялĕнчи магазин заведующийĕ Людмила Федотова, «Колос» кафе поварĕ Алевтина Михайлова Канашри райпо совечĕн Хисеп грамотине тивĕç пулчĕç. Грамотăсемпе хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ кооператорсене саламласа тав сăмахĕсем нумай янăрарĕç хаваслă уявра.