АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУМĂР СĂЛТАВ АН ПУЛТĂРЧЧĔ

09 июля 2008 г.

Район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен уйăхсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕнче ултă ыйту пăхса тухрĕç. Ларăва яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.

Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕ – чи çивĕч ыйтусенчен пĕри: утçи. Ку ыйтупа район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси хальлĕхе кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Сăлтавĕ пуриншĕн те паллă – вăраха тăсăлнă çумăрсем. Хăть те мĕн каласан та, ĕçри ăнăçу çÿлти вăйсенчен те нумай килет. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, унран ниепле те иртме çук. Пахалăхлă, типĕ утă туса илме 8-10 кунран кая мар ăшă та хĕвеллĕ вăхăт кирлĕ. Тÿпе хура пĕлĕтсенчен тасалса кăн-кăвак тĕспе витĕнесшĕн пулни сисĕнсех каймасть-ха. Сенаж, силос хатĕрлес енĕпе те кăтартусем лайăх теме çук. Ял хуçалăх ăсчахĕсенен пĕри хăй вăхăтĕнче: «Кукурузасăр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин пуласлăхĕ çук», – тенĕ. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем. Шел пулин те, çак ăслă сăмахсене районти хуçалăхсенче тивĕçлĕ вырăна хунă тесе калаймăн. Çакна пĕр цифра çеç лайăх çирĕплетсе парать: кăçал «уй-хир пики» пурĕ те 120 гектар çинче кăна хăйĕн илемĕпе илĕртĕ. Пăрçа йышши культурăсем те темшĕн-çке сахал вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем вара чĕрĕ организмшăн тутлăхлă, усăллă витаминсемпе пуян.

Валерий Геннадьевич çĕртме пуссисем хатĕрлесси пирки те сăмах хускатрĕ. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр ялан «ĕçлетĕр» тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума, хуçалăх ертÿçисене пултарнă таран пулăшма ыйтрĕ. Çак енĕпе Çеçпĕл, Кăшнаруй, Пайкилт тата Асхва ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илмеллине пĕлтерчĕ. Çав хушăрах Ачча тата Татмăш ял тăрăхĕсенче çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси вăраххăн пулса пырать-ха.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче потребительсен кооперативĕсем йĕркеленĕ. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕн ĕçĕ тивĕçлĕ шайра мар. Ĕçлекеннисем пирки те те пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеççĕ тесе калама çук. Кăçал кĕркунне Канаш автовокзалĕ çывăхĕнче ял хуçалăх пасарĕ хута каймалла. Туса илнĕ продуктсемпе таварсене унта сутма пухассине йĕркелемелли пирки ял çыннисемпе тăтăш калаçмалла. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та аса илтерчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Арсентьев подполковник милицин кăçалхи çур çулăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсемпе пирĕн хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе чылай ĕç тунă, тумалли те нумай-ха. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çав хушăрах ача сачĕсем пирки те манмалла мар. Ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсем пирки те сăмах илчĕ Юрий Серафимович. «Космонавт» лагерьте иккĕмĕш смена ĕçлеме пуçларĕ. Виççĕмĕш сменăра канас текен ачасем валли ашшĕ-амăшĕсем путевка туянма пултараççĕ.

Районăн тĕп архитекторĕ Д.Леонтьев ялсенче тирпей-илем енĕпе лару-тăру чаплах марри çинчен пĕлтерчĕ. Урамсенчи çуртсем умĕнче строительство материалĕсем сапаланса-купаланса выртаççĕ, çÿп-çап куписем тавралăха илемсĕрлетеççĕ, федераллă автотрассăн икĕ енĕпе тасалăхпа тирпейлĕх куçа илĕрттĕр, çум курăк чашкăрса ан лартăр. 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пулать. Çакна шута илсе адрес хуçалăхне йĕркене кĕртме тытăнмалла: урамсен ячĕсене çырса çапмалла, çуртсен номерĕсене палăртмалла, учрежденисемпе организацисен ячĕсене тĕрĕс çырса курăнмалли вырăна çакмалла.

Централизациленĕ бухгалтерин тĕп бухгалтерĕ В.Филиппова ял тăрăхĕсенче налук пухасси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Çур çул планне чылай ирттерсе пурнăçланă. Пайкилт, Вăтапуç тата Энтрияль ял тăрăхĕсенче ку енĕпе вара ĕçсем начартарах пулнине палăртрĕ Вера Степановна.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ кунĕ Энтрияль, Кăшнаруй, Атнаш тата Шăхасан ял тăрăхĕсенче çак уйăх вĕçĕнче ирттерме палăрнине пĕлтерчĕ, хатĕрленÿпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Энтрияль тата Шаккăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем М.Антоновпа Ю.Николаев суйлавçăсем панă наказсем мĕнле пурнăçланса пыни тата малашне тумалли ĕçсем çинчен каласа пачĕç.

Лару ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Хăйĕн сăмахне вăл культура учрежденийĕсене хĕле хатĕрлеме тытăнмалли çинчен аса илтернипе вĕçлерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика