АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇĂН ЧИ ИЛЕМЛĔ ТАПХĂРĔ

02 июля 2008 г.

ПУРНĂÇĂН ЧИ ИЛЕМЛĔ ТАПХĂРĔ

Çамрăксен уявĕ тĕнче ешерсе çĕнелнĕ вăхăтпа пĕр килет. Çутçанталăк яш-кĕрĕме асамлă юмахри евĕр вăй-хăват, кăвар чĕре, çепĕç те илемлĕ чун парнеленĕ тейĕн. Юн вĕресе тăнă чухне теме те çĕнтерме, тем те тума пултарассăн, утас çул та яланах такăр туйăнать.

Раççей çамрăкĕсен кунне халалланă мероприяти кăçал Шăхасанти чи капăр та капмар çурт, физкультурăпа спорт комплексĕ, умĕнче иртрĕ. Ăна Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен О.Сергеевапа М.Степанов ертсе пычĕç. Çамрăклăх уявĕ чăваш наци тумне тăхăннă хĕрачасем чăваш ташшине ташланипе пуçланчĕ. Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕ Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ «Кĕмĕл саслă ачалăх» конкурс лауреачĕ М.Степанов вырăс хĕрĕ çинчен çырнă хитре кăна юрăпа савăнтарчĕ.

– Çамрăклăх – этем пурнăçĕнче чи илемлĕ тапхăр, шанчăк, чи пысăк кăтартусем патне ăнтăлассин, çĕнĕлĕхсен вăхăчĕ, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне ятарласа уява килнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Степанов. – Паллах, çамрăклăх вăл – харсăрлăхпа хаваслăх кăна мар, пысăк яваплăх та. Ахальтен мар ĕнтĕ ватăсем кĕпене çĕнĕ чухне упра тенĕн чыса та, чун тасалăхне те çамрăкла упрама сĕнеççĕ. Çамрăксен политики пирĕн районта та тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Пултарулăхри ăнтăлуллă çамрăксене пулăшатпăр, чи пултаруллисене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендийĕсене паратпăр, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайма çул уçса пама тăрăшатпăр, малашлăха туртăнакан ĕçчен яшсемпе хĕрсене пулăшма хатĕрленĕ тĕллевлĕ программа яланах ĕçре, конкурс ирттерсе çулталăкăн чи лайăх çамрăк специалисчĕсене палăртатпăр, çĕнтерÿçĕсене преми парса хавхалантаратпăр. Хаклă çамрăк тусăмсем, сире мĕн пур ырă пуçарура ăнăçу, малашлăха çирĕп шанма, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăма телей, юрату, иксĕлми вăй-хăват сунатăп.

Владимир Николаевич районти çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ÿстерес, вĕсен халне çăклес тата ял çамрăкĕсен чи лайăх представителĕсене укçа-тенкĕ парса пулăшас тĕллевпе ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене пĕлтерчĕ, вĕсене сцена çине чĕнсе Хисеп грамотисем, парнесем пачĕ. Кăçал çак чыса 10 çамрăк тивĕçнĕ: «Ял хуçалăхăн чи лайăх çамрăк специалисчĕсем» – «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕх зоотехникĕ Д.Андреев, «Родина» ял хуçалăх производство кооперативĕн экономисчĕ Н.Антонова, уй-хир ĕçченĕ Л.Борисова, слесарĕ А.Ананьев, Киров ячĕллĕ ЯХПК аграномĕ В.Зефиров, водителĕ И.Ефимов, ферма ĕçченĕ Н.Васильева; «Вĕрентĕвĕн чи лайăх çамрăк специалисчĕ» – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ С.Федорова; «Сывлăха сыхлас ĕçĕн чи лайăх çамрăк специалисчĕ» – Шăхасанти психиатри больницин уйрăмĕн заведующийĕ Ю.Вурманчева; «Чи лайăх çамрăк спортсмен» – Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕ Л.Никитина.

Районти вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.Морозова Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламланă хыççăн районти çамрăксен мероприятийĕсене активлă хутшăннă хĕрсемпе каччăсен пысăк ушкăнне вĕрентÿ управленийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Чернов районта çамрăксен политикине пурнăçа кĕртессинче хастарлăх кăтартакансене, вĕсем пурте «Молодая гвардия» организацин членĕсем, парти ячĕпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Шăхасан ял тăрăхĕн администрацийĕ те Шăхасан ялĕн кльтура пурнăçне активлă хутшăнакансене уява килнисем умĕнче тав турĕ. Çак ырă ĕçе физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ Л.Федоров турĕ, ял тăрăхĕн çамрăк маттурĕсем унăн аллинчен Тав çырăвĕсем илчĕç.

Кирек мĕнле уява та илем кÿрекенни – юрă-ташă. Районта илемлĕ саслă çамрăксем вара сахал мар. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уява килнисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Пултарулăх коллективĕсенчен Уçырма вăтам шкулĕн «Вдохновение» ансамблĕ (ертÿçи А.Егорова) хаваслă юрăсемпе савăнтарчĕ. Шăхасан шкулĕнче вĕренекенсем ташлама ăста, вĕсен кашни номерĕ куракансем хыттăн алă çупнипе вĕçленчĕ. Номерсене вара О.Егорова хатĕрленĕ.

«Çамрăк çемье» конкурса виçĕ мăшăр хутшăнчĕ: Черновсем, Николаевсем тата Петровсем. Пĕрлехи пурнăçри тĕрлĕ ĕçсене тума тиврĕ вĕсен. Çивĕч тупăшура Николаевсем çĕнтерчĕç. «Чи хитре кулă» конкурс интереслĕ те хаваслă иртрĕ. Хĕвел шевлиллĕ йăл кулăсенчен чи илемли валли вырăн район администрацийĕн сайчĕ çинче тупăнĕ.

«Молодая гвардия» организаци членĕсем «Пире сигарет кирлĕ мар!» акцие хутшăнса «Сигарета канфетпа улăштаратпăр» мероприяти ирттерчĕç. Пирус вырăнне канфет ĕмес текенсем чылаййăн пулчĕç. Шел пулин те, пылак çимĕç хыççăн çăвар тутине йÿçĕ тĕтĕмпе пăсакансем те тупăнчĕç. Сиенлине пĕлсе тăрсах сывлăха хавшатас марччĕ те çав!..

Уява çамрăксен дискотеки тăсрĕ. Тÿпере илемлĕн сирпĕнсе çунакан çуртасем «выляса ывăннă» хыççăн Шăхасан ялĕ шăплăх ытамне кĕрсе ÿкрĕ.

ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: В.Н.Степанов тата И.П.Морозова наградăсем параççĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика