АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл çула çитмесĕр алран çава пăрахман

02 июля 2008 г.

Утмăл çула çитмесĕр алран çава пăрахман

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши; Нумай çул пурăнма пире Турри пиллет, е çак сăваплă тивĕç йăхран йăха куçать. Ку ыйтăва тÿрех татса пама та йывăр. Нумаях пулмасть Шаккăл ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Васильевапа курса калаçма тÿр килчĕ. Паянхи кун вăл шăпах 95 çул тултарчĕ. О.Васильевана сумлă юбилей ячĕпе саламланă май чи малтанах ырлăх-сывлăх, телей тата вăрăм кун-çул сунас килет.

Ольга Васильевна 1913 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ хĕр те ултă ывăл çитĕннĕ. Ульха асли пулнă май пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ, аслисемпе пĕр тан тырă вырнă, авăн çапнă, пир тĕртнĕ... Хĕрупраçăн тантăшĕсемпе пĕрле питех те пĕлÿ илес килнĕ, анчах та канăçсăр пурнăç çамрăкăн çутă ĕмĕтне пурнăçлама чăрмав кÿнĕ.

– Манăн питех те шкула çÿрес килетчĕ, кĕçĕн йăмăксемпе шăллăмсене пăхакан пулманран анне мана шкула ямарĕ. Ĕçĕ те нумайччĕ ун чухне, сÿсрен çип арлаттăм, унтан пирне тĕртеттĕм, çĕр ĕçĕ те хăйне вăрах кĕттерместчĕ. Атте колхоза кĕмен пирки налукне те патшалăха ыттисенчен ытларах тÿлесе пыма тиветчĕ пирĕн.

Сăмах май, Ульха инкен ашшĕ, Василий Осипович, 102 çула çитиччен пурăннă. Çулĕсене пăхмасăр вăл вăрмантан хăйĕн çинче вутă-шанкă кÿрсе килме тата, яла автобус çÿренине пăхмасăр, çуран Канаш хулине çаврăнса çитме пултарнă. Унăн мăшăрĕ çитмĕл урлă каçсан çĕре кĕнĕ. «Эпĕ аттене пăхнă пулмалла», – тесе шÿтлекелет час-часах Ольга Васильевна.

1934 çулта Шаккăл ялĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлнă. О.Васильева çав çулхине пĕлÿ çуртне техничка пулса вырнаçнă. Иккĕн вĕсем 200 ача вĕренекен çурта хутса ăшăтнă, тирпейлесе тасатнипе пĕрлех пĕлÿ илекенсем валли апат тата çăкăр та пĕçерсе ĕлкернĕ. Ялта клуб пулманран пĕтĕм обществăлла ĕçсем, концертсемпе пухусем йăлтах шкулта иртнĕ. Унта час-часах ташă каçĕсем те йĕркеленĕ. Çак каçсенчен пĕринче хăйĕн пулас мăшăрĕпе шăпах паллашнă та хĕрупраç. Николай Осипович ун чухне «Искра» колхозра ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Вăл вăхăтра Михаил Никифорович Изюмов шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Унăн çамрăк Ульхана питех те хутла вĕрентес килнĕ. Шкул директорĕ тăрăшнипе пултаруллă хĕрупраç вулама вĕреннĕ, пăхмасăр сăвăсем те каласа тĕлĕнтернĕ. Пĕррехинче Çĕнĕ Ахпÿртри ликпунктра хăйĕн пултарулăхне кăтартнăшăн О.Васильевана тăватă класс пĕтерни çинчен хут тунă. Шел, вăл пушар вăхăтĕнче арчари ытти документсемпе пĕрле çунса кĕлленнĕ.

1937 çулта çăварни эрнинче çамрăксем çемье чăмăртанă. Упăшки ыйтнипе Ульха колхоза ĕçлеме куçнă. Кĕçех Аслă Аттелĕх вăрçи тухнă. Вăй питти çамрăксене пурне те фронта ăсатма тытăннă.

– Хальхи пекех астăватăп. Вырсарникун Петĕр шăллăм Канашран таврăнчĕ те вăрçă тухнине пĕлтерчĕ. Уяр кун аçа çапнă пекех пулчĕ пирĕншĕн çак хыпар. Кĕçех арçынсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ял советне пуçтарма тытăнчĕç. Манăн виçĕ шăллăм (тепĕр виççĕшĕ çитĕниччен пурăнайман) Алексей, Андрей тата Петя ыттисемпе пĕрле фронта тухса кайрĕç. 1942 çулта мăшăрăн Николайăн ячĕ те тухрĕ, – хурланса аса илет çав йывăр çулсене Ульха инке.

Н.Осипов чи малтанах 6 уйăх Ярославльте командира вĕреннĕ. Унтан унăн служби саперсен чаçĕнче иртнĕ. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ кĕперсене сирпĕтсе хăвăрттăн каялла пуçтарса тăнă. 1946 çулхи чÿк уйăхĕн 27- мĕшĕнче Николай Осипович киле таврăннă. Тăван тăрăха çавăн пекех Андрейпа Петĕр те çаврăнса килнĕ, шел, Алексей пĕр хаяр çапăçура вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Тылра та çăмăл пулман. Ольга Васильевна икĕ хĕрпе юлнă, çавăн пекех ватă суккăр хунямăшне те пăхмалла пулнă. Николай Осиповичăн амăшĕн ĕмĕрĕ те вăрăм пулнă, вăл ывăлне вăрçăран кĕтсе илнĕ хыççăн тепĕр çултан, 98 çул тултарсан, çĕре кĕнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче колхоза пĕр кун юлми тухса ĕçленĕшĕн ялти тăхăр хĕрарăма пуçласа «За доблестный труд во время Великой Отечественной Войны» медаль парса чысланă. Вĕсен йышĕнче Ольга Васильева та пулнă.

Фронтран таврăнсан Николай Осиповича колхоз председательне суйласа лартнă. Унта вăл икĕ çул ĕçленĕ. Каярах ултă çул хушши ялпора снабженецра тăрăшнă. Тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

О.Васильева та колхозра ĕçлесе пенсие тухнă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. «Утмăл çула çитмесĕр алран çава пăрахмарăм», – тет вăл.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Асли, Лида, çемйипе Курганта пурăнать. Римма тăван ялтах тĕпленнĕ. Кÿршĕ каччипе Ильяпа вĕсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Людмилан ĕмĕрĕ кĕскерех килнĕ, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Ольга Васильевнан халĕ вунă мăнук, мăнукĕсен 11 ачи тата вĕсен 2 пепкийĕ çитĕнеççĕ. Çак туслă йыш, пĕлĕш-хурăнташĕсем тата кÿршисем юбиляра чун-чĕререн саламлаççĕ, çĕр çулччен пурăнма ырлăх-сывлăх суннаççĕ. Çуралнă кунĕ паян пулин те О.Васильева сумлă юбилейне Петрав кунĕнче туса ирттерме палăртать, ун чухне уяв кĕрекине пур тăванĕ те пуçтарăнасса кĕтет юбиляр.

Сăмах май, Ульха инкен йăмăкĕсем те вăрăм ĕмĕрлĕ. Укахви инке 93 çулта, Зина аппа 90 çула çывхарса пырать. Çак сумлă юбилярсен ачисемпе мăнукĕсене те вăрăм ĕмĕрлĕ пулма Турри сывлăх патăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика