АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай çул иртрĕ пулин те пĕр-пĕрне курма хавас

02 июля 2008 г.

Нумай çул иртрĕ пулин те пĕр-пĕрне курма хавас

Ача чухне пĕрле выляса ÿснĕ, каярах пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе темиçе çул иртсен те курса калаçма кăмăллă. Пĕр класра сакăр çул хушши пĕрле вĕреннисем вара чуна пушшех те çывăх, аса илÿсем те çутăрах.

Нумаях пулмасть Уçырма шкулĕнче 1963 çулта 8 класс вĕренсе тухнисем тĕл пулăва пуçтарăнчĕç, унта вĕрентекенсем те пулчĕç.

Ваня Сергеев Владимир облаçĕнчен ятарласа тĕл пулăва килнĕ. Унта вăл кранлă автомашинăн шоферĕ пулса тимлет. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл та ытти ачасем пекех каникул вăхăтĕнче колхоза тухса ĕçлетчĕ. Шкул ачисен ĕç кунĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне Ваня пуринчен те ытларах вăй хунине палăртнăччĕ. Çавна май унăн сăн ÿкерчĕкĕ «Хисеп хăми» çинче çакăнса тăма та тивĕçлĕ пулнăччĕ. Анатолий Петров Мускав облаçĕнче «Строитель-плюс» пĕрлешĕве ертсе пырать. Ăна «Мускав облаçĕн хисеплĕ строителĕ» ятпа тата ытти сумлă паллăсемпе те чысланă.

– Уçырма шкулĕнче вĕреннĕ чухне тимĕр-тăмăр пуçтараттăмăр. Пĕррехинче çак ĕçре пирĕн класс мала тухрĕ. Çакăншăн пире Шупашкара каймашкăн туристсен путевкине пачĕç. Тĕп хуламăра эпир автобуспа кайрăмăр, чылай çĕре çитсе куртăмăр, – аса илет А.Петров.

Вĕреннĕ вăхăтсене аса илсе калаçса ларнă чухне сасартăк телефон сасси янăраса кайрĕ. Римма Григорьева телефона тытрĕ те калаçма пуçларĕ.

– Эпĕ, Галина Давыдова, Тюмень облаçĕнчен шăнкăравлатăп. Сире Уçырма шкулĕнчен вĕренсе тухнăранпа 45 çул çитнĕ ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Ĕçрен пушанайман пирки тĕл пулăва пыраймарăм, – савăнăçлă саспа пĕлтерет Галина. Вăл унта ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлет. Пирĕнпе телефонпа вăл чылайччен калаçрĕ, иртнине аса илчĕ.

Вăл вăхăтра ачасене вĕрентнĕ учительсене те сăмах пачĕç уявра. Директор пулнă, математикăпа физика вĕрентнĕ В.Гаврилов çав вăхăтри вĕрентĕвĕн йывăр условисем çинче чарăнса тăчĕ.

– Эсир пĕлÿ илнĕ вăхăтра шкул çурчĕ ял çыннисен пÿрчĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Шкул кулак тесе туртса илнĕ çынсен пÿрчĕсенче вырнаçнă пулнă. Ачасем икĕ смена вĕреннĕ. Кивелнĕ классем ăшша тытман пирки хĕллехи вăхăтра вĕренекенсем уроксенче пиншаксемпех ларнă пулнă.

– Пиншаксемпе ларса вĕреннине лайăх астăватпăр-ха, – çирĕплетрĕç тĕл пулăва килнисем те.

1957 çулта, 6 класлă çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ лартсан, ачасем тинех икĕ сменăпа вĕренме пăрахнă. Çĕнĕ çуртра буфет валли те вырăн уйăрма май килнĕ, библиотека лаптăкне пысăклатнă. Шкулта çавăн пекех уроксем хыççăн юлса вĕренмелли группăсем те ĕçленĕ. «Комбайн» колхоз ферминчен ачасене сĕт илсе пырса ĕçтернĕ. Буфетчицăра Татьяна Заметалова ĕçлетчĕ. Унăн мăшăрĕ А.Заметалов шкул лашипе Канашран çăкăр турттарса килетчĕ. 1957 çултан кăна ачасене шкулта апат çитерме пуçланă.

Тĕл пулăва пуçтарăннисем вĕреннĕ тапхăрта ушкăнпа туса ирттернĕ мероприятисене аса илчĕç.

– Концертпа таврари шкулсене каяттăмăр. Карăклă шкулне кайсан сцена çинче электричество лампине хĕрлĕ тутăр витсе «кăвайт» ăсталаса тавралла ларса хорпа юрăсем шăрантартăмăр...

– Канашри интернатра вĕренекен ачасемпе туслашнăччĕ. Вĕсем патне час-часах кайса çÿреттĕмĕрччĕ. Тĕл пулусем вăхăтĕнче шашка-шахмăтла выляттăмăр.

– «Комбайн» колхоза авăн, юпа уйăхĕсенче çĕр улми пуçтарма тухни те куç умĕнчех.

– Кукуруза та ÿстернĕ.

Шкулăн кроликсем пурччĕ. Вĕсене пăхма дежурство йĕркеленĕччĕ.

– Эпĕ Уçырма шкулĕнче 1962 çулта ĕçлеме пуçланă. Сире саккăрмĕш класра чухне математика предметне вĕрентнĕ, – терĕ Галина Петровна.

2-4–мĕш классенче вĕрентнĕ учительницăна Раиса Порфирьевнана пуçтарăннисем тимлĕн итлерĕç.

– Эпĕ сирĕншĕн питĕ савăнатăп. Эсир пурте хăвăра кăмăла каякан ĕç вырăнĕсенче тимлесе тивĕçлĕ канăва тухрăр. Сирĕн класра вĕреннĕ йĕкĕтсемпе хĕрсем пĕри те ĕçсĕр çÿремерĕç, хăшĕсем халĕ те ĕçлеççĕ, – пĕлтерчĕ пĕрремĕш вĕрентекен.

Мария Миронова Канаш вăрман хуçалăхĕнче 34 çул тимленĕ, унта кадрсемпе тивĕçтерекен пайăн пуçлăхĕ пулнă. Раиса Павлова 23 çул стройкăра тăрăшнă: Воркута, Чита, Печора хулисенче пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Лена Степанова Иваново хулинчи пир-авăр комбинатĕнче 25 çул пир тĕртнĕ. Нина Сергеева Шупашкарти Çар сыхлавĕнче 25 çул вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. Николай Дмитриев холодильниксене юсакан мастер. Галина Евдокимова Шелттем ялĕнче пурăнать, ăна 60 çул тултарнă ятпа хĕрÿллĕн саламларĕç, парнесем парса чысларĕç.

Елизавета Филипповна, завуч пулса ĕçленĕскер, 86 çулта пулин те тĕл пулăва пырса кайма вăй-хал çитернех. Эпир унтан вăрăм кун-çул вăрттăнлăхне интересленсе ыйтрăмăр.

– Эпĕ Канаш вăрман хуçалăхĕнче, йывăçсем хушшинче, пурăнатăп. Сывлăшĕ уçă та таса. Хулара хваттер пур пулин те унта пурăнмастăп. Кашни ир çывăрса тăрсассăнах тибет халăхĕн упражненийĕсене тăватăп. Кăнтăрла вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланатăп.

Нонна Михайловна пионерсен аслă вожатăйĕ пулнă. 1963 çулта вĕренсе тухнă ачасемпе чылай мероприятисем туса ирттернĕ вăл.

Тĕл пулăва килейменнисене те аса илчĕç уявра. Валя Владимирова Украинăра пурăнать, çулĕ çывăхах мар паллах.

1993 çулта, эпир вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр 30 çултан, Уçырма ялĕнче икĕ хутлă шкул çурчĕ çĕкленчĕ. Унта 489 ача вĕренмеллĕх вырăн пур. Столовăй, актовăй тата пысăк спорт залĕсем вырнаçнă.

– Теплица та пур, – терĕ малтан завуч пулнă, каярах шкул директорĕнче ĕçленĕ Геннадий Алексеевич. – Ачасен шучĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра 200 ачаран та сахал вĕренеççĕ.

Тĕл пулăва йĕркелесе ирттерес ĕçре Римма Григорьева пысăк тÿпе хыврĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та вăл чи хастаррисен шутĕнчеччĕ.

– Маншăн тĕл пулăва хатĕрленесси пысăк савăнăç, унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те пĕр-пĕрне курма эпĕ питĕ хавас, – пĕлтерчĕ Римма. Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсора А.Петрова тата ыттисене те палăртса хăварас килет.

В.ГАВРИЛОВ.

ŸКЕРЧĔКРЕ: 1963 çулта 8 çул вĕренсе тухнă ачасем, 5-мĕш «б» класс. Вĕсемпе пĕрле пĕрремĕш учительница Раиса Порфирьевна тата класс ертÿçи Виталий Данилович.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика