02 июля 2008 г.
Шăхасан хĕрĕ Люба Егорова библиотекарь пулас ĕмĕтне Хусанти культура институтĕче пурнăçланă. Алла диплом илнĕренпе нумай вăхăт иртрĕ. Халĕ ăна Любовь Юрьевна тесе хисеплеççĕ. Ĕçтешĕсен, ентешĕсен сумне вăл шаннă ĕçе юратса туса пынипе, ырă кăмăлĕпе çĕнсе илнĕ. Унăн ĕç вырăнĕ – районăн тĕп библиотекинче, вăл – тĕп методист.
Любовь Егоровнан ĕçри хастарлăхне нумай наградăпа палăртнă, парнесем те панă. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамоти.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.