04 июля 2008 г.
Потребительсен кооперацийĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те питĕ анлă. Коопераци чухăнлăха çĕнтерме пулăшать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, специалистсем вĕрентсе хатĕрлет, патшалăх саккасĕсене пурнăçлать, халăхран ял хуçалăх продукчĕсемпе тĕрлĕ чĕр тавар туянать, суту-илĕвĕн калăпăшне ÿстерсе пырать, тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшусем кÿрет. Канаш ен кооператорĕсем хăйсен умĕнчи тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пыраççĕ-ха; Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе райпо канашĕн председателĕ В.Павлов паллаштарать. Вăл коллектива 1994 çултанпа ăнăçлă ертсе пырать. Потребкооперацире нумай çул тата тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă.
– Валерий Аркадьевич, Канашри райпо мĕнлерех аталанса пырать-ши?
– Малалла пĕрмай сулмаклăн утма çăмăлах мар та, аталану çулĕнчен пăрăнмастпăр, тĕллевсене çĕнсе илессишĕн чылай вăй хуратпăр. Райпо паян 1587 пайщика пĕрлештерсе тăрать, районти 105 ялта пурăнакансене таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет. Пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп пирĕн, вăл вăхăтпа тан утма, ĕç калăпăшĕн кăтартăвĕсене ÿстерсе пыма май парать. Райпо тытăмĕнче 88 магазин тата общество апатланăвĕн 9 предприятийĕ. Пĕлтĕр Шăхасанти универсама таварсене лавккана килнĕ çын хăй тĕллĕн суйласа илмелли (самообслуживани) йĕркепе ĕçлеме куçартăмăр. Иртнĕ çул объектсене юсаса тирпейлĕх кÿме 36 миллион тенкĕ ытла укçа хыврăмăр, 17 магазинпа общепитăн 2 предприятине çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр. Магазинсенче строительство материалĕсем кÿрсе пама саккассем йышăнатпăр.
Халĕ районти тавар çаврăнăшĕнче коопераци тÿпи 53 процентпа танлашать. Анчах та вăл, шел, чакса пыни сисĕнет. Çакăн сăлтавĕ - ялсенче уйрăм çынсен магазинĕсем çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пек йышлăланса пынинче. 2007 çулта пĕр çын пуçне 5080 тенкĕлĕх тавар сутнă, суту-илÿ лаптăкĕн 1 тăваткал метр çине лекекен çĕклем 31 пин тенкĕпе танлашрĕ. Тавар çаврăнăш тытăмĕн ытларах пайне – 80 процентне, апат-çимĕç таварĕсем йышăнаççĕ. Аш-какай, кăлпасси, пулă, сĕт-çу, сыр, аш-пăш консервĕсем, кондитер çимĕçĕсем, кĕрпе, улма-çырла сутасси çулсерен ÿссе пырать.
Райпора пекарньăсем тăваттă, макарон, кондитер, пулă тăварласа тĕтĕмлекен, тутлă шывсем туса кăларакан, çĕвĕ цехĕсем пур. Пекарньăсем пысăк пахалăхлă çăкăр-булка пĕçерсе кăлараççĕ. Ассортименчĕ анлă. Вăтăра яхăн уйрăм предприниматель Анат Сурăмри, Вăтакас Кипечри, Маякри, Катекри пекарньăсенче пĕçернĕ çăкăрпа сутă тăвать. Техĕмлĕ çăкăра ялсенче кăна мар, хула çыннисем те хапăл туса туянаççĕ. Предприятисен производство хăвачĕсем ял çыннисене макаронпа, пулăпа, çăкăр-булкăпа, пылак шывсемпе туллин тивĕçтерме май параççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче пĕтĕмпе 153, 6 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă – 236 тонна çăкăр-булка, 490 тонна кондитер çимĕçĕсем, 258, 2 пин декалитр пылак шывсем, 6, 4 миллион тенкĕлĕх çĕвĕ изделийĕсем. Паян райпон тавар çаврăнăшĕнче хăй туса хатĕрленĕ тавар 17 процента яхăн. Таварсен ассортименчĕ тăтăшах анлăланса, пахалăхĕ ÿссе пырать. Иртнĕ çулсенче предприятисенчи кивĕ оборудованисене пурне те çĕннисемпе улăштарнă.
- Хатĕрлев ĕçĕ пирки те каласа парăр-ха.
- Халăхран аш-какайпа сĕт, çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх тирĕсем, эмел курăкĕсем пухассине ялти магазинсенче сутуçăсем çине тиенĕ. Райпора пурĕ 47 магазин-хатĕрлев пункчĕ ĕçлет. Хатĕрлев çаврăнăшĕ иртнĕ пилĕк çулта 61, 8 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутра пĕлтĕр 16, 2 миллион тенкĕне çитнĕ.
Хатĕрлев çаврăнăшĕнче аш-какай тата сĕт пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пухнă продукци пахалăхне тивĕçлĕ шайра тытса тăма пĕлтĕр Шăхасанта сĕт сивĕтекен хатĕр вырнаçтарнă. Хатĕрлев ĕçĕ районти кооператорсемшĕн те, ял çыннисемшĕн те усăллă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр ял хуçалăх продкучĕсене райпо предприятийĕсене леçсе парса ял çыннисем хăйсен çемье бюджетне пĕтĕмпе 9 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă.
Хатĕрлев ĕçĕсен калăпăшне ÿстерсе эпир «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ тÿпе хыватпăр. Магазинсенче сĕт йышăннипе пĕрлех ытти пулăшу ĕçĕсене те йĕркелетпĕр. Акă, 15 магазинта пĕчĕк библиотекăсем тунă, 17-ĕшĕнче чейпе сăйланма пулать, тумтир юсакан мастерскойсем, парикмахерски, фотосалон, аптекăпа ветеринари пункчĕсем, ритуал таварĕсем сутакан уйрăмсем ĕçлеççĕ. Магазинсен таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсене тирпей-илем кÿретпĕр, ача-пăча лапамĕсем уçатпăр.
– Валерий Аркадьевич, паллă ĕнтĕ, кирек ăçта та çитĕнÿ пултаруллă çынсен хастар ĕçĕпе туптанать. Професси уявĕ умĕн кама ăшă сăмахпа палăртса хăварма пултаратăр эсир?
– Райпо тытăмĕнче 597 çын вăй хурать, 90-шĕн потребкооперацири пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 25 çултан иртет. Ветерансемпе наставниксене уйрăмах тав тăвас килет. Акă, «Кĕçĕн Çавал» кафери аслă повар Раиса Иванова, Анат Сурăмри çăкăр пекарнин мастерĕ Надежда Никонорова пирĕн коллективра 40 çул ытла чунтан тăрăшса ĕçлеççĕ. Магазинсен заведующийĕсем – Юлия Филиппова («Шăхран»), Елена Михайлова (Чулкăмака), Валентина Григорьева (Чакаç), Елизавета Алексеева (Вăрман Енĕш), Шăхасанти хуçалăх таварĕсен магазинĕн сутуçи Ангелина Николаева потребкооперацире 30 çул ытла вăй хураççĕ. Çамрăксем те маттур, вĕсем ветерансенчен ырă тĕслĕх илеççĕ.
Хамăр ĕçре эпир, каларăм ĕнтĕ, пайщиксен интересĕсене тĕп вырăна хума тăрăшатпăр, суту-илĕве, обществăлла апатланăва, чĕр тавар хатĕрлевне аталантарас, халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине анлăлатас тĕлĕшпе сахал мар тимлетпĕр. Ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме район администрацийĕпе тачă çыхăнса, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлетпĕр.
Районти потребкооперацире ырми-канми вăй хуракансене, пире пулăшса пыракан уполномоченнăйсемпе пайщиксене пĕтĕм кăмăлтан тав тăватăп. Пурнăçра телейлĕ пулма, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре малашне те тăрăшулăх кăтартма ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.
Райпо кооператорĕсен пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе тата çăмăллатассипе çыхăннă. Пурнăç çакна ĕненмелле кăтартса пачĕ: потребительсен кооперацийĕ суйласа илнĕ çул-йĕр – вăл çыннăн кулленхи нуши-ыйтăвне туллин татса парассине тĕп вырăна хурать – тĕрĕс çул-йĕр.