АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Римма МИРОНОВА: "ÇЫНСЕН КĂМĂЛНЕ ТУЛЛИН ТИВĔÇТЕРЕТПĔР"

04 июля 2008 г.

Римма МИРОНОВА:

Римма Константиновна Мироновапа эпĕ эрне каялла калаçнăччĕ. Вăл Вăтапуçĕнчи райпо лавккинче ĕçлет. Урамра витререн тăкнă пек çумăр ислетет, кунта вара ăшă, хăтлă. Тавар туянма килекен çынсене мĕн кирлине парса ярать те сутăç, пирĕн калаçу каллех малалла шăранать:

– Эпĕ хам кунтисем мар, Çеçпĕл ялĕнчен. Малтан, шкултан вĕренсе тухсан, Шăхасанта санитаркăра ĕçлерĕм. Врач пуласшăнччĕ те, пулаймарăм. Ачапа лараттăмччĕ ун чух. «Коммунизмшăн» хаçатра пĕлтерÿ çапса кăларнă: райпо сутăçсене вĕренме илет. Ача пилĕк уйăхра анчахчĕ, ахаль ларас мар-ха, кайса вĕренес, терĕм. Çамрăклах качча тухнă пирки çапла пулса тухрĕ-ха та пурнăç... Ача çулталăк тултарнă çĕре професси илсе ĕçлеме пуçларăм. Эпир вăтăрăн вĕренсе тухрăмăр райпо шкулĕнчен. Нумайăшĕ тухса кайса пĕтрĕç ĕнтĕ. Ĕçĕ çăмăл ĕç мар вĕт, йывăр... Пурте чăтаймаççĕ. Çурри те тăрса юлмарĕ пулĕ пирĕн группăран. Ĕçлекеннисем 5-6 çын кăна юлчĕ пулас.

– Малтанах ăçта ĕçлеме ячĕç?

– Кĕнеке лавккинче ĕçлерĕм, Пушкин урамĕнче «Сельхозпродукты» пурччĕ унта, сĕтел-пукан фабрикинче райпо магазинĕ пулнă – унта та ĕçленĕ. Кайран вара универмагра тăрăшнă. Çĕвĕ тата трикотаж уйрăмĕнче те, коверсем сутнă çĕрте те ĕçлесе. Пĕр вăхăт хушши чирлесе те пурăнтăм. «Сельхозпродукты» магазина заведующи кирлĕ тесе киле пырсах чĕнсе илсе кайрĕç. Самана улшăннă май хăшпĕр магазинсем хупăнчĕç. Пĕр çулталăк товароведра ĕçлерĕм – çук, килĕшмерĕ ку ĕç, магазинтах çынсемпе ĕçлес килет, терĕм пуçлăхсене. «Вăтапуçне çын кирлĕ, унта каятăн-и;» – тет председатель. Килĕшрĕм. Килтĕм вара Вăтапуçне 1991 çулта. 18 çул иртрĕ унтанпа.

Малтанхи вăхăтра пĕрмаях ярмăрккасене кайнă – Ульяновскине, Çĕрпÿне, Шупашкара. Питĕ йывăр пулнă, чăнах та. Ирхине виççĕре кайнă тавар патне. Тепĕр кун ирех – Ульяновскине... План тултармалла пулнă, çавăнпа ÿркенмен ĕçлеме. Ун чухне интерессем тата вăйлăрах пулнă. Ĕçлес тесе çине тăрсах тăрăшнă...

– Халĕ план таврашĕ пур-и?

– План çук ĕлĕкхи пек. Анчах укçине выручкăран тÿлеççĕ. Тата сĕт пуçтаратпăр халăхран, макулатура, çĕтĕк-çурăк. Вăл та укçа...

Халăх мĕн ыйтнине илсе килсех тăратпăр. Стройматериалсем пурте пур халь: цеменчĕ, шиферĕ, сетки-рабици, рубероичĕ... Краскăсем пошалстă. Халăх мĕн заявка парать, пурне те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Транспорт укçи илместпĕр, нумай тавара килĕсенех пушатма тăрăшатпăр. Халь пурнăç çавăн пек вĕт. Коммерсантсем кил тăрăхах çÿреççĕ те, çавăнпа йывăртарах райпона. Коммерсант магазинĕсенче таварĕсем те хаклăрах, анчах халăх темшĕн çавăнтах утать. Халăх сивĕнчĕ-тĕк, ăна каялла тавăрма питĕ йывăр. Мĕнле калас: çынран сивĕнсен, ун патне каялла пыма чун туртмасть. Çапла-и; Питĕ ăшă кăмăллă пулмалла çынсемпе. Халĕ ялта карчăк-кĕрчĕксенчен чылайăшĕ вилсе пĕтрĕ ĕнтĕ. Малтан, пĕр виçĕ çул каялла, питĕ нумайăн килсе калаçса чунĕсене лăплантаратчĕç. Камăн çуралнă кунне пĕлсен, эпир пĕр мăшăр нуски е тутăр илсе паратпăр. Хамăр укçапах. Çак ырă япалана вĕсем мĕн виличчен аса илсе пурăнаççĕ. Хальхи çамрăксен çавăн пек ăшран тухакан таса туйăм çукрах çав. Ку питĕ пăшăрхантарать. Пире çав ватă çынсем кунта килсе ырă сăмах каласа хăварни те мĕне тăрать. Тата ытларах ĕçлес килет. Питĕ кăмăллă-çке-ха. Çав вунă тенкĕшĕн эпир выççа юлмастпăр. Çавăнпа ырă ĕç тума тăрăшатпăр. Ваттисем сахаллансах пыраççĕ. Çамрăксен халь пурнăçĕ расна, ĕлĕкхи пек мар...

Мĕн çумăр чарăниччен калаçса лартăмăр Римма Константиновнапа. Вăл хăйсен çемйи çинчен каласа пачĕ ăшă сăмахсемпе. Вуннăн ÿснĕ вĕсем пĕр çемьере. Пурте патшалăха юрăхлă çын пулнă. Ашшĕ-амăшне питĕ ырăпа асăнчĕ. Кăçал çемье çулталăкĕ пулнă май, каласа памаллисем те чылай пулчĕç унăн. Калаçăвăн тĕп сыпăкне хаçатăн çывăх номерĕсенчен пĕринче çапса кăларма тăрăшăпăр. Чипер юлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика