АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК СПОРТСМЕНСЕН ÇИТĔНĔВĔ

04 июля 2008 г.

ÇАМРĂК СПОРТСМЕНСЕН ÇИТĔНĔВĔ

Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илес енĕпе 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем хушшинче ирттернĕ X Спартакида вĕçленчĕ. Пирĕн районăн çамрăк спортсменĕсем пысăк çитĕнÿсем турĕç. Спортăн 16 тĕсĕнче кĕрешрĕç вĕсем.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Район чысне Вырăскас Пикших, Карăклă, Шăхасан вăтам шуклĕсенче вĕренкенсем А.Васильев тренер ертсе пынипе хÿтĕлерĕç.

Хоккеистсен кăтартăвĕ – иккĕмĕш. Çитĕнÿре Сухайкасси, Вăтакас Кипеч, Энтрияль вăтам шкулĕсенче вĕренекенсен тÿпи пысăк. Вĕсен тренерĕ – районти спорт шкулĕн директорĕ В.Никитин. Сăмах май, Сухайкассинчи хоккей коробкине вăл хăйĕн вăйĕпе тунă, формăсемпе тивĕçтерсе тăрать.

Йĕлтерпе чупассипе пирĕн ачасем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăмах Сухайкасси, Вырăскас Пикших шкулĕсен йĕлтĕрçисем маттур. Вĕсен тренĕрĕсем – В.Никитин, В.Ермолаев, П.Иванов тата В.Долгов.

Волейболла выляссипе пирĕн яшсем – республикăра чи лайăххисем. Вĕсене ятранах каласа тухар-ха: Р.Васильев, Н.Алексеев, Е.Кириллов, В.Федоров (Пайкилт шкулĕ), А.Якимов, Э.Александров, А.Емельянов (Ямаш), И.Михайлов (Çĕнĕ Чалкасси), А.Горячкин (Сиккасси), А.Герасимов (Уçырма). Паллах, çитĕнÿ тăвасси тренертан нумй килет: вĕсем – О.Васильев (Пайкилт), В.Петров (Ямаш), Ю.Васильев (Вăтакас Татмăш), Н.Агусев (Сиккасси).

Ишевçĕсем виççĕмĕш вырăнта. Вĕсенчен пысăк пайĕ Шăхасан тата Хучел шкулĕсенче вĕренет. Ишес ăсталăха алла илме Шăхасанти физкультурăпа сывлăх коплексĕн инструкторĕ Р.Вурманчев пулăшать.

Республикăри шкул ачисен Спартакиадине 10-мĕш çул ирттереççĕ. Пирĕн район кăçалхи пек пысăк çитĕнÿ халиччен туманччĕ-ха. Хуласемпе районсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Малта – Шупашкарти Мускав районĕн тата Çĕнĕ Шупашкар хулин çамрăк спортсменĕсем. Районсене çеç илес пулсан пирĕн ачасем пĕрремĕш. Çак çитĕнÿре район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн Ю.Алексеевăн тата физкультура методисчĕн В.Федоровăн тÿпи сахал мар. Вĕсем пултарнă таран укçа-тенкĕпе те, транспортпа та пулăшрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика