18 июня 2008 г.
Çул-йĕр водительсенчен те, çуран çÿрекенсенчен те пысăк тимлĕх ыйтать. Юлашки пилĕк уйăхра кăна районти çулсем çинче 23 инкек пулнине шута илнĕ, вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 28-шĕ аманнă. Çу уйăхĕнче – пилĕк тĕслĕх, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 6-шĕ суранланнă.
Çул-йĕр çинчи инкексене тишкерсе тухнă хыççăн аварисен сăлтавĕсем çаксем пулни паллă: хăвăртлăх режимне пăхăнса пыманни, руль умне эрех ĕçнĕ хыççăн ларни тата хирĕç килекен автомашинăсем валли ятарласа палăртнă çул çине тухса кайни.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çурçĕр иртсен Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул çинче, Сиккасси ялĕ çывăхĕнче, авари пулнă. Патăрьел районĕнче пурăнакан водитель «ВАЗ-2115» автомашинăпа хирĕç килекен çул çине тухса Газельпе тăрăннă. Çăмăл автомашина водителĕ инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă.
Тепĕр кунхине каçхине вун пĕр сехетре Яманкасси ялĕ çывăхĕнче тепĕр инкек пулса иртнĕ. «ВАЗ-2107» автомашина рулĕ умне ĕçсе ларнă водитель Яманкассинчен Хăмăл еннелле выртакан автоçул çинче управление çухатса кювейта чăмнă. Салонра пулнă виçĕ пассажир районти тĕп больницăна пулăшу ыйтма пынă.
Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Муллавар ялĕнче кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлĕнче УАЗ автомашина çуран пыракан çын çине пырса кĕнĕ. Суранланнăскерне районти тĕп больницăна леçнĕ.
Çав кунах Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул çинче Вырăскас Пикших шкулĕнче вĕренекен çамрăка НУНДАЙ автомашина çапса хăварнă. Вăл та тĕрлĕ сурансемпе районти тĕп больницăра сипленет.
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче водитель управление çухатнă май ОПЕЛЬ автомашина кювейта чăмнă. Автомашинăри пассажир инкек пулнă хыççăн Канашри хула больницине пулăшу ыйтма пынă.
Çул-йĕр çинчи хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем пилĕк уйăхра кăна йĕркене пăснăшăн 2833 водителе административлă майпа явап тыттарнă. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1300 тĕслĕх пулнă. Вĕсенчен 80 водителе ÿсĕрле çула тухнăшăн, 889-шне хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн тытса чарнă. Çавăн пекех 18 водителе арестленĕ тĕслĕхсем те пулнă.