АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛТАРУЛЛĂ МЕДСЕСТРА

18 июня 2008 г.

Нумаях пулмасть шурă халатлă ĕçченсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Медицина ĕçченĕсене çак паллă кунпа саламланă май сире Карăклă ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакан Людмила Николаевна Соловьева медицина сестри çинчен каласа кăтартасшăн. Л.Соловьева иккĕмĕш çул пĕчĕк ачасемпе тата вĕсен амăшĕсемпе ĕçлет. Çамрăк аннесем унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ: «Унсăрăн эпир хамăра алăсăр пекех туятпăр, вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекех», - теççĕ.

Хĕлле е çулла, кăнтăрла е çĕрле, çумăр е юр çăвать-и – пирĕн медсестра яланах пурне те медицина пулăшăвĕ пама васкать. Пĕчĕк пепкесен сывлăхне тĕрĕслесе тăнипе пĕрлех Людмила Николаевна çула çитмен çамрăксене те сиплет.

Л.Соловьева Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, массажист ăсталăхне алла илнĕ, халĕ куçăм мар вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Пушă вăхăтра, хăш чухне вăл пачах та çук пулин те, вулама юратать. Медицина хаçат-журналĕпе уйрăмах интересленет.

Л.Соловьеван Маша ятлă хĕр ÿсет. Людмила Николаевна тутлă апат пĕçерме тата ал-ĕç тума та ăста. Çакăн пек ырă кăмăллă тата ĕçчен çынсем çĕр çинче ытларах пулсан тĕнче тата та илемлĕрех пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика