18 июня 2008 г.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсенчен чи çутă «ялкăшаканнисенчен» пĕри – Н.Заводскова. Яманкассинчен вăл. Çимĕк кунĕнче Надежда тăван ял халăхне пысăк концертпа савăнтарчĕ. Ялти культура сцени çинче хăй кĕвĕленĕ çирĕм ытла юрра шăрантарчĕ. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи евĕр çепĕççĕн юхрĕ унăн уçă сасси. Çак ялта çуралса ÿснĕ Александр Владимировăн «Анне, мана ан ятла» сăввипе Надежда Заводскова кĕвĕленĕ юрра уйрăмах хапăл туса йышăнчĕç яманкассисем. Тарăн шухăшлă сăвă йĕркисем, ачашшăн янăракан евĕк кĕвĕ вĕсен чунĕсене пăлхатрĕ ахăр: юрра итленĕçем чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.
Ентешĕсем патне Надежда пĕччен мар, тус-ĕçтешĕсемпе – Елена Хорькова-Шурту тата Вячеслав Александров артистсемпе пĕрле килнĕ. Елена Пушкăрт Республикинчи Пишпÿлек районĕнче çуралнă, Шупашкарти пуканесен театрĕнче ĕçлет.
– Эпĕ – Пушкăртри чăвашсенчен чи малтан професиллĕ аслă пĕлÿ артист, Ярославльти театр институтĕнчен вĕренсе тухрăм, – хăйĕнпе паллаштарчĕ тулай чăвашĕ. – Шурту – манăн сцена çинчи хушма ят.
Елена Шурту Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен ĕлĕкхи юрри-такмакĕсене юрласа пачĕ. Питĕ килĕшрĕç вĕсем куракансене.
Вячеслав Александров хаваслă юрă шăрантарса ярсан залра ларакансенчен нумайăшĕ чăтса лараймарĕ, сцена умне ташша тухрĕ.
Надежда Заводскова ентешĕсене, шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсене юрăпа саламларĕ, хăйĕн юррисен пуххин компакт-дискĕсене парнелерĕ. Икĕ сехет ытла тăсăлчĕ концерт. Юлашкинчен Надежда ашшĕн баянне (Иван Максимович Яманкассинче чаплă купăсçă пулнă) алла илчĕ те, ял çыннисем унпа пĕрле чăвашсен анлă сарăлнă юррисене шăрантарчĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче пурте тутлă шÿрпе çисе савăнчĕç.