18 июня 2008 г.
Район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕ иртрĕ, унта çичĕ ыйту пăхса тухрĕç. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа регионсем хушшинчи сетьсен компанийĕн «Волга – Чувашэнерго» филиалĕн Кăнтăр производство пĕрлешĕвĕн (унччен ăна Кăнтăр электричество сечĕсем тенĕ) директорĕ В.Титов тухса калаçрĕ. Вăл Канаш районĕнчи ялсене электричество парса тăрасси мĕнле пулса пыни çинчен каласа пачĕ. Кăçал Вăтапуç, Вырăскас Пикших, Калиновка, Сухайкасси, Атнаш, Карăклă ялĕсенчи çĕнĕ урамсенче пурăнакансене электроçутăпа тивĕçтермелле. Асăннă ялсенчен хĕшĕсенче подстанцисем тумалла, трансформаторсем вырнаçтармалла. Валерий Иванович çак ĕçе пурнăçа кĕртессинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пултарнă таран пулăшасса шанни çинчен пĕлтерчĕ. Электричествăпа усă курас текенсен, çавăн пекех усă куракансен ыйтăвĕсене вăхăтра тата пахалăхпа татса парас енĕпе клиентсене тивĕçтерсе тăракан центр йĕркеленĕ. Çакă, паллах, энергетиксемшĕн те, ял çыннисемшĕн те усăллă, уйрăмах кирлĕ хутсем хатĕрлессинче.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Степанов автомобиль çулĕсен сечĕсем тăвасси тата вĕсене юсаса тăрасси мĕнле пулса пынине, клуб учрежденийĕсен ĕçĕсене тишкерчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов çĕр лаптăкĕсене муниципаллă тытăмăн пурлăхĕ туса хумалли правона регистрацилесси çинче чарăнса тăчĕ. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Д.Леонтьев тирпей-илем, ешĕл тум кÿрес енĕпе ирттернĕ ик уйăхлăха пĕтĕмлетрĕ.
Районта пурăнакан кашни çын валли тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ пама çулталăка 2368 тенкĕ уйăрнă. Çак пулăшăва васкавлă медицина, амбулаторипе поликлиника тата стационар пулăшăвĕсем кĕреççĕ. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова çак енĕпе районта муниципаллă заказсем епле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Ăна çак уйăхăн 27-мĕш кунĕнче ирттерме палăртнă.
Сиккасси, Вăрăмпуç, Хучел ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н.Вазинге, А.Степанов, Н.Степанов суйлавçăсем панă наказсем мĕнле пурнăçланса пыни тата малашне тумалли ĕçсем çинчен каласа пачĕ.
Лару вĕçĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи пĕрремĕш кварталти экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетрĕç. Пĕрремĕш вырăнта – Хучел тата Асхва тăрăхĕсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Уçырмапа Янкăлч ял тăрăхĕсем тивĕç пулчĕç. Çĕнтерÿçĕпе мала тухнисене дипломсем тата парнесем пачĕç.