11 июня 2008 г.
Хаяр вăрçă çулĕсем мĕн чухлĕ хыçа юлса пыраççĕ, çавăн чухлĕ пире асра хăварма хистеççĕ.
Вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулсерен чаксах пырать. Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнче паянхи кун – 6 ветеран. Вĕсенче пĕри – Шăхасан выççăлккинче пурăнакан Иван Андреевич Кондрашов.
83 çула пуснă пулин те хаяр вăрçă кунĕсене паянхи пекех астăвать. Астумасăр тăма та çук пулĕ. Чĕрери тарăн сурансем хăйсем çинчен час-часах систерсе чуна пăчăртаççĕ.
1941 çулхи июнь уйăхĕнче хаяр вăрçăн вăрăм алли кашни киле шаккаса вăй питти арçынсене çемйинчен уйăрнă. Кондрашовсем те çемье пуçлăхĕсĕр тăрса юлнă.
– Атте колхозра кладовщик, кассир, завхоз пулса ĕçленĕ. Колхоз пĕтĕм пурлăхĕ ун аллинче пулнă. Вăрçа кайма повестка илсен ун ĕçне никам та йышăнса юласшăн пулман. Атте вара мана вĕрентсе хăварчĕ. 16 çулхи ачашăн çăмăлах пулман пуль. Çĕрĕпе çывăрмасăр ĕçленĕ, – тесе аса илет вăрçăн малтанхи кунĕсене ветеран.
1942 çулта ашшĕ вилни çинчен хут килнĕ. Унта Украина çĕрĕ çинче çапăçса пуçне хуни çинчен пĕлтернĕ. 5 ача ашшĕсĕр тăрса юлнă.
Пысăк çухату суранĕсем сипленме ĕлкĕреймен, 1943 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Ивана çара кайма чĕнÿ хучĕ панă. Колхозри ĕçне малалла тума йăмăкне вĕрентсе хăварнă.
Чăваш каччине шăпа тени Инçет Хĕвелтухăçне илсе çитернĕ. Маленков ертсе пынă Иккĕмĕш Хĕвелтухăç фронтне лекнĕ. Кунта яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Корея çĕршывне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Ют çĕр çинче çывăх юлташсем сахал мар выртса юлнă. Вăрçă вĕçленсен салтак Китайра арканнă хуçалăха ура çине тăратнă çĕре хутшăннă.
1950 çулта 9 çул салтак службине пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăннă. Колхозра арçын алли çитменни кашни утăмрах курăннă. Ĕнерхи салтак тимĕрçĕ ĕçне кÿлĕннĕ.
1954 çулта Иван Андреевич çемье çавăрнă. Лидия мăшăрĕпе 5 ача пăхса ÿстернĕ. 54 çул пĕрле пурăнса Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи чи нумай пурăнакан туслă çемьесен йышне кĕчĕç. Çур ĕмĕр ытла пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин сывлăхне упрама тăрăшаççĕ, ĕçпе чунĕсене йăпатаççĕ.
Телейлĕ пуласлăхшăн вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.