11 июня 2008 г.
Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче пурăнакан Петр Федорович Мукин 90 çул тултарчĕ. Тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те хăйне аван туять-ха. Кил-тĕрĕшре кăштăртатать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Кĕскен каласан, Петр Федорович ватлăхра та ĕçсĕр пурăнаймасть.
П.Мукин нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пурнăçăн вăрăм та тумхахлă çулĕпе тивĕçлĕ утса тухнă. Çапла, çăмăл пулман Петр Федоровичăн шăпи. Çар службине вăл 1938 çултан пуçласа 1940 çулччен Приморск тăрăхĕнче ирттернĕ. Салтакран таврăнсан тăван килĕнче нумай пурăнма паман ăна вăрçă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче çамрăк салтака вăрçа илсе кайнă. Мускав çывăхĕнче пынă тан мар çапăçура юн юхтарнă. Темиçе çул хушши пынă хаяр вăрçă ăна тĕрлĕ çĕршыва илсе çитернĕ.
Калама çук йывăр пулнă вăрçă çулĕсенче салтак шăпи. Таврара снарядсемпе бомбăсем ÿксе çурăлни, тупăсен кĕрлевĕ, юлташсен вилĕмĕ – салтак вĕсене нихăçан та манмĕ. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă вут-çулăмĕ витĕр хăюллăн утса тухнă. 1947 çулхи Çĕнĕ çул кунне тăван ялне çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Ветеран кăкăрне "Мускава хÿтĕленĕшĕн" медаль, юбилей медалĕсем илем кÿреççĕ.
Тÿрех Петр Федорович колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Вăл колхозра бригадир, ферма заведующийĕ, счетовод-кассир пулса ĕçленĕ. 1947çулта çамрăк каччă Иккĕмĕш Хурамал хĕрне, Марья Ивановна Ивановăна, куç хывать. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çамрăксем пĕрлешеççĕ.
1948 çулта вĕсен пĕрремĕш ачи кун çути курать. Ăна вĕсем Груня ят хураççĕ. Тепĕр икĕ çултан çут тĕнчене Светлана килет. Унтан Мила, Юра, Миша, Люба, Лена çуралаççĕ.
Çапла вара Мукинсен çемйинче – çичĕ ача. Пурне те ура çине тăратмалла. Вĕсем çанă тавăрса мĕн пенсие тухичченех колхозра вăй хунă. Ачисем чăн-чăн çын пулччăр тесе тăрăшнă, пĕлÿ панă, пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынă.
1989 çулта мăшăрĕ, Марья Ивановна, пурнăçран уйрăлнă. Çавăнтанпа ветеран пĕчченех пурăнать. Ачисем пăрахмаççĕ ăна, тăтăшах килсе пулăшса тăраççĕ. Çулĕсене кура мар Петр Федорович пурнăçпа савăнма пĕлет, шÿтлеме те юратать. Эпир, Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче пурăнакансем, Петр Федорович Мукина ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр.