11 июня 2008 г.
Çапла ятпа иртрĕ Матьшÿ ялĕнчи çамрăклах тăлăха тăрса юлнă салтак арăмĕ Анна Матвеевна килĕнче 4-мĕш класс ачисемпе ирттернĕ тĕл пулу. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вăл 96 çула кайрĕ. Хăйĕн пурнăçне мĕн çамрăкран тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Нихăçан та алă усса ларман. 1933 çулта Григорий Семенович Семеновпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Пĕрле нумаях пурăнма тивмен çамрăк мăшăрăн, çулталăк çурăран Григорие Инçет Хĕвелтухăçне 3 çуллăха салтака илсе каяççĕ. Ултă кунхи ачапа тата 80 çулхи хуняшшĕ-хунямăшĕпе тăрса юлать çамрăк арăм. Акине те сухине хăех тунă, сÿс-кантăр тÿнĕ, çип арланă, пир тĕртнĕ, çĕмел тунă, тырă вырнă, авăн çапнă, кĕлтесенчен сурат тунă. Çăварнирен мункунччен 150-шар метр пир тĕртнĕ. Вăрман та каснă, окоп та чавнă, тамба тунă çĕрте те ĕçленĕ. Канаша çурран кайса килнĕ, тăраниччен çисе те курман, канса та курман.
Анна Матвеевнан сăн ÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче пулнă, нумай çул хушши бригада Канашĕн, правлени членĕ пулнă.
Упăшки, Григорий, салтакран таврăнсан нумай та пурăнайман, фин вăрçине тухса кайнă.
Хĕл каçсан таврăннă. Анчах каллех лăпкă пурнăç пулман, 1941 çулта мăшăрне вăрçа ăсатать, виçĕ ачапа тăрса юлать. 1942 çулта упăшки Харьков патĕнчи çапăçура пуçне хуни çинчен пĕлсен мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пулĕ; Чăтнă, тÿснĕ, çынпа пĕрле ĕçлесе хуйха пусарнă. Вăрçă çулĕсем нихăçан та асран тухмаççĕ ĕнтĕ. Йывăр пулсан та ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă.
Анчах пурнăç тени пĕр пек килмест. "Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнатăп, ачасем хамран малтан вилчĕç, хĕрпе ывăла пытартăм ĕнтĕ, юрать пĕр хĕрĕ, Нина, пурăнать. Çавсем кашни эрнерех килсе пăхсах тăраççĕ. Шупашкарта пурăнаççĕ пулин те", – тет кинемей.
Питĕ вашават хĕрарăм Анна Матвеевна. Ĕçлет, тăрмашать, çуллахи вăхăтра пахчари çум курăка хăех тасатать, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмест, ăша эрех яманни пĕр 15 çул иртрĕ пулĕ, тет. Тахçанхине ас тăвать, пĕр такăнмасăр каласа пама пултарать, ял историне унран лайăх пĕлекен çук. "Канаш ен" хаçат çырăнса илет, куçлăхсăрах хаçат вулатăп, районти хыпарсене пĕлсен çынпа калаçнă пекех туйăнать, кăмăл уçăлать, хуйхă-суйхă сирĕлет, тет. Телевизорпа "Жди меня" передачăпа çĕршывра мĕн пулса иртнине кăна пăхать.
Кашни çынах çĕр çине хăйĕн пĕртен пĕр пурнăçне пурăнма килет. Апла пулсан пурăн, Анна аппа, савăн çĕр çинче панă ырлăхпа. Сире эпир канлĕ ватлăх сунатпăр, çĕр çула çитме сывлăх пултăрччĕ сирĕн.