06 июня 2008 г.
Вырсарникун, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Социаллă пулăшу ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Районта халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен пая илемлĕ те тарават хĕрарăм В. Михайлова ертсе пырать. Ветерансене май килнĕ таран пулăшассишĕн чун-чĕре ăшшине парса тăрăшать Валентина Георгиевна, çавăнпах чылай ватă ăна тăван хĕрĕ вырăнне хурса йышăнать. Нумаях пулмасть унăн çуралнă кунĕ пулчĕ, çав ятпа саламлатпăр ăна, çирĕп сывлăх, телей-ăнăçу, вăрăм кун-çул сунатпăр.
- Пирĕн пайра сакăр специалист ĕçлет, - каласа парать В.Михайлова. – Вĕсем Раççей тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ватăсем, инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем патне тĕрлĕ пулăшусене вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă пĕтĕмпе 73 миллион та 540 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Çак пай çумĕнче социаллă ыйтусене татса паракан центр пур. Кунта ватăсене килте пăхса тăракан, халăх ыйтăвĕсене çийĕнчех тивĕçтерекен, ватăсемпе инвалидсене вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем (халăхри пек каласан, ваттисен çурчĕсем) кĕреççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне Любовь Васильева йĕркелесе пырать.
Ваттисен çурчĕсем районта виççĕ - Çеçпĕлте, Пайкилтре тата Сиккассинче. Эпир Сиккассинчине çитсе курар-ха. Ăна 1992 çулта раштав уйăхĕнче уçнă. Кунта заведующи пулса хастар та маттур, çав тери уçă кăмăллă, çепĕç чунлă Ираида Николаевна Данилова ĕçлет. Вăл ертсе пыракан коллектив пысăк мар – пĕтĕмпе те ултă çын кăна: И.Григорьев завхоз, В.Хонюкова повар, В.Яковлева, Т.Акимова, Л.Ефимова социаллă пулăшу ĕçченĕсем. Çак пĕчĕк те туслă йыш пысăк та пархатарлă ĕç тăвать. Кашниех хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
Тăван кил ăшшине упракан çак çуртра 18 ватă пурăнать: 4 арçын, 14 хĕрарăм. Тĕрлĕ çулсенчи çынсем. Вĕсене кунне тăватă хутчен тутлă апат çитереççĕ, кашни эрнере мунча хутса кĕртеççĕ. Ватăсем телевизор пăхаççĕ, радио итлеççĕ, хаçат-журнал вулаççĕ. Тĕрлĕ пичет изданийĕсем çырăнса панă вĕсене. Апат-çимĕçĕ те çителĕклĕ. «Урюм» ял хуçалăх кооперативĕ çĕр улмипе, аш-какайпа тивĕçтерет. Паллах, ватă çыннăн чирлесси часах, кун пек чухне больницăри сиплевçĕсем нихăçан та пулăшусăр хăвармаççĕ. Больници юнашарах, пĕр картишĕнчех вырнаçнă. Кунтах, лăпкă çилпе вăраххăн пуплекен ватă хырсем айĕнче, беседка туса лартнă, ветерансем уçă сывлăшра уçăлса çÿреççĕ. Ялти вăтам шкулта вĕренекенсем, «Хурăнлăх» ача садĕнчи шĕвĕрккесем час-часах концерт лартса параççĕ вĕсене, хаваслă юрă-ташăпа ватăсене хавхалантарса тата савăнтарса хăвараççĕ. Кăмăл екки кайнă самантра ветерансем хăйсем те, çамрăклăха аса илсе, ачасене юрласа-ташласа пама хатĕр.
Канаш районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен килсе ватлăх çулĕсенче пулăшу-хÿтлĕх тупнă çак çуртра пурăнакансем. Вĕсем патне аякри тăванĕсем килсе çÿреççĕ. Канашри социаллă пулăшу кÿрекен пай специалисчĕсем пырсан питĕ савăнаççĕ вара ватăсем, вĕсене яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Ара, социаллă ĕçченсем пушă алăпа çÿремеççĕ, кашнинчех мĕнпе те пулин пулăшаççĕ. Апла малашне те ăнса пыччăр вĕсен ырă ĕçĕсем, хăйсен те сывлăхĕ ялан çирĕп пултăр.
ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: кунта пурăнакан ватăсем.