АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАРНЕСЕМ – ВĂЙЛИСЕНЕ

06 июня 2008 г.

ПАРНЕСЕМ – ВĂЙЛИСЕНЕ

Акатуйра, вăл çу уйăхĕн юлашки кунĕнче «Урожай» стадионта иртрĕ, спорт ăмăртăвĕсем те нумай пулчĕç. Чи интересли, халăх нумай пуçтараканни лашасене ăмăртса чуптарни пулчĕ. Ăмăртусене Канаш хулин, Патăрьел, Елчĕк, Канаш тата ытти районсен урхамахĕсем хутшăнчĕç. 1600 метрлă дистанцире малтанхи чупусенче лайăх вăхăт кăтартса финала Асхвара пурăнакан Д.Степанов тытса пыракан «Свинкс» урхамах тухрĕ. Кунта та ун пек хытă чупаканни пулмарĕ. Д.Степанов ăмăртăвăн тĕп парнине, тихана, тивĕç пулчĕ. Ĕç лашисем хушшинче Вăрнар районĕнчи Е.Березина лаши çĕнтерчĕ. Хĕрарăм-юланутçă хаклă парнеллĕ пулчĕ.

Мини-футболла выляма 22 команда килнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Канашри «Восторг» команда çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна та хула команди, «Олимп», йышăнчĕ. Шăхасансем виççĕмĕш пулчĕç. Волейболистсен ăмăртăвне арçынсен 11, хĕрарăмсен 4 команди хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна вăрманенĕшсем тата ямашсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш парнесене ямашсемпе татмăшсем тата энтрияльсемпе вăрăмпуçсем тивĕçрĕç. Вĕрен туртса тупăшассинче асхвасем пуринчен те вăйлăрах. Вĕсем хыççăн – Вăрман Енĕш тата Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн командисем.

Дартс енĕпе хăйсен тĕл переслĕхне тĕрĕслекенсем нумаййăн пулчĕç. Чи пултаруллисем– Вăтакас Татмăшри С.Кондратьев тата Энтриялĕнчи О.Федорова. Кире пуканĕ йăтассипе хăйсен виçисенче яшсенчен Янкăлчри Е.Алексеев, Вăтакас Кипечри Д.Кошкин, Чакаçри И.Архипов, арçынсенчен Шелттемри Ю.Осиповпа Ю.Осанов, Чакаçри А.Чернов, Яманкассинчи Е.Павлов, ветерансенчен Аслă Мамири П.Иванов, Вăтакас Кипечри К.Яковлева çĕнтерчĕç. Алă вăйĕсене виçсе хăйсен виçисенче Чакаçри А.Атласкин тата В.Максимов, М.Петровапа Н.Николаева мала тухрĕç.

Кавир çинче кĕрешекенсен йышĕ пысăк пулчĕ. Пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăйсен виçе категорийĕсенче пурне те çĕнтерсе Карăклă ялĕнчи И.Алексеев, М.Макарян, Р.Федоров, В. Яковлев, Радикпа Рома Платоновсем, Ю.Орлов, А.Афанасьев, Асхаври Г.Артемьев, Шелттемри П.Питемиров, Вырăскас Пикшихри Е.Иванов улăхрĕç. Хĕрсем те каччăсенчен юлмарĕç. Çĕнтерÿçĕн ятне Карăклăри Т. Егорова, М.Михайлова, Шăхасанти В.Чумакова, Л.Федотова, А.Данилова, Шелттемри О.Зайцева ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăхĕпе çĕнсе илчĕç. Кĕрешÿçĕсен тĕп парнине, чĕрĕ такана, Асхва спортсменĕ А.Сергеев хăйпе илсе кайма тивĕç пулчĕ. Абсолютлă виçе категорийĕнче хĕрарăмсем хушшинче Вăтакас Кипечри К. Яковлевана çĕнтерекен пулмарĕ.

Çăмăл атлетсен эстафетинче Чакаç ял тăрăхĕн команди чи лайăх кăтарту турĕ. Энтрияль спортсменĕсем финиша иккĕмĕш çитрĕç, виççĕмĕш вырăнта – асхвасем. Спортпа туслă çемьесем хушшинче Евлампьевсемпе Федотовсем палăрчĕç.

Ача садне çÿрекенсем çуран тата велосипедпа чупса ăмăртрĕç, вырăс шашкин блиц-турнирĕсем, пĕрене çинче «Автан çапăçăвĕсем» çивĕч иртрĕç, хăйсене курма иртен-çÿренсене йыхăрчĕç.

ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: ăмăрту саманчĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика