06 июня 2008 г.
Л.Тарасова Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта вĕреннĕ, Çĕнĕ Чалкассире вăтам пĕлÿ илнĕ.
Унăн юратнă предмечĕсенчен пĕри чăваш чĕлхипе литератури пулнă. Тăван чĕлхене юратас туртăма А.Петров вĕрентекен вăйлатсах пынă. Аркадий Петрович сĕннипе Людмила И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен пĕр вăхăт ача садĕнче, тĕрлĕ шкулта тăрăшнă. Кирек ăçта пулсан та Людмила Васильевнан пĕр тĕллев пулнă – ачана ыррине, чăн-чăн этем пулма вĕрентесси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси. Шăхасан вăтам шкулĕнче 1991 çултанпа ĕçлет.
«Чăваш Енре пурăнакан, хăйĕн çĕрне чăннипех юратакан тата сăмахпа кăна мар, хăйĕн пĕчĕк кăна та пулин ĕçĕпе Тăван çĕршывне пулăшма ăнтăлакан кашни çын тухăçлă ĕçлеме тивĕçлĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Çак пĕчĕк кăна ĕçре пирĕн Людмила Васильевна кашни ачан çут çанталăк панă ăсне малалла аталантарас, пĕлÿ илсе пысăк çын пулас ĕмĕтне асăрхаса тинĕс евĕр кĕрлекен, вĕресе тăракан пурнăçа утса кĕме çул уçса парас тесе халăх педагогикипе усă курать. Çамрăк чĕресене ырăлăх, сăпайлăх ĕмĕрлĕхех çирĕпленччĕр тесе тăрăшать. Уроксене тĕрлĕ мелпе интереслĕ те тухăçлă ирттерет. Кирек епле ĕçе те тĕплĕн, чунĕ хушнă пек пурнăçлать.
Ачасем юратаççĕ ăна, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хисеплеççĕ, унран канашсем ыйтаççĕ. Нихăçан та хирĕçлемест Людмила Васильевна, пурин кăмăлне те тивĕçтерет. Шкултан вĕренсе тухнисем юратнă вĕрентекенне манмаççĕ, уявсем ячĕпе саламласах тăраççĕ.
Мĕнле кăна мероприяти ирттермест Л.Тарасова. Юрлас-ташлас пултарулăхне хăйĕн воспитанникĕсене пама тăрăшать. Ачасем вара унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ конкурссенчи çĕнтерÿсемпе, малти вырăнсене çĕнсе илнипе тав тăваççĕ. Людмила Васильевна – районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн активлă членĕ.
Пушă вăхăтра Л.Тарасова калавсемпе юмахсем, шÿтсем çырма кăмăллать. Унăн хайлавĕсем чăваш ачисен «Тантăш» хаçатĕнче кун çути кураççĕ. Районта тухса тăракан «Канаш ен» хаçатпа та туслă. Шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе çыхăннă материалсене вулакансем юратса йышăнаççĕ. Хаваслă, пĕлĕве ÿстерекен вăйăсем хатĕрлеме ăста Людмила Васильевна. Унăн сценарийĕсемпе Шăхасанта çеç мар, районти ытти шкулсенче те усă кураççĕ. Ача-пăча юррисене, такмакĕсене, вăййисене нумай пухнă вăл. Ансат та яка чĕлхепе çырать, çавăнпа та хайлавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, нумайлăха асра юлаççĕ.
– Манăн ĕçсем, паллах, пысăках мар, çав хушăрах начарах мар тесе шутлатăп. Эпĕ чăваш çыннин сапăрлăхĕнчи тĕллевне, «Çын пул!» тенине тытса пыма тăрăшатăп, – тет Людмила Васильевна.
Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Л.В.Тарасована Чăваш наци конгресĕ Чăваш халăхĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Ăна «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кибеч районăн ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче пачĕ. Ытти тĕрлĕ грамотăсем те сахал мар Людмила Васильевнан. Парнесем парса та чысланă.
Мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстернĕ. Икĕ мăнук. Паян Людмила Васильевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ăна эпир ырлăх-сывлăх, татах та пысăк çитĕнÿсем, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Унăн ырă кăмăлĕ, хастар ĕçĕ çынна яланах савăнăç кÿтĕр, унăн питĕнче ăшă кулă час-час çиçтĕр. Çак сăмахсене эпир те, «Канаш ен» хаçатра ĕçлекенсем, çирĕплетсех калатпăр. Людмила Васильевнаран малашне те лайăх материалсем кĕтетпĕр.
ŸКЕРЧĔКРЕ: Л.В.Тарасова.