04 июня 2008 г.
"Юрату, килĕшÿ, ăнлану пулсан çемьере пурте ăнăçать", – çапла шутлатăп эпĕ. Улаксар ялĕнче пурăнакан Васильевсен çемйи çинчен калама пулать çак сăмахсене.
Çемье пуçĕ Николай Петрович хăй те йышлă çемьере, 1968 çулта çуралнă. "Сормовский" хуçалăхра вăй хурать, нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Леонидовнапа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Пĕтĕмпе вĕсен пилĕк ача: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Аслă хĕрĕ Кристина Шуркасси шкулĕнче виççĕмĕш класра, Аня – иккĕмĕш класра вĕренеççĕ. Икĕ ывăлĕ – Алешăпа Саша – ашшĕ-амăшĕ ерçеймен чухне кăçал çуралнă пĕчĕк хĕр пĕрчине – Миленăна тăрăшса пăхаççĕ. Пÿрт тулли ача-пăча, мĕнле лайăх йышлă çемьере, тунсăхлама вăхăт çук вĕсен.
Хальхи вăхăтра çамрăк çемьесене кил-çурт çавăрма пĕртте çăмăл мар. Чылайăшĕн çакна тума вăйĕ те, укçи-тенки те çитеймест. Çавăнпа та Васильевсен çемйине 2004 çулта Чăваш Республикин Правительстви бюджетран каялла тавăрса памалла мар субсиди – çĕр аллă пин тенкĕ укçан уйăрса панă. Ку питĕ пысăк пулăшу пулчĕ, тинех сывлăш çавăрса ячĕç вĕсем. Мĕнле илемлĕ те капмар çурт çĕкленсе ларчĕ Улаксар ялĕнче. Халĕ кил-çуртра ача-пăча çитĕнтерме майсем çителĕклех.
"Ял пурнăçĕ хуларинчен лайăх-ши, япăх-ши;" – ыйтатăп кил хуçинчен.
"Маншăн ялтах питĕ лайăх. Ĕçĕ нумай пулсан та, чăн-чăн ырлăх. Сывлăш уçă, таса, çăлтан сиплĕ шыв ĕçетпĕр. Сĕт-турăхне, пахча çимĕçе йăлтах хамăр туса илетпĕр", – хуравлать Николай Петрович. Пилĕк ачана ÿстерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратма çăмăл мар. Çавăнпа та Васильевсен çемйине ырлăх-сывлăх, вăй-хал, туслăх, юрату, телей сунас килет. Çакăн пек йышлă çемьесем ытларах хутшăнса пыччăр пирĕн таврара, ял урамĕсем ача-пăча сассипе тулччăр, çамрăкланса пытăр савнă ялăмăр Улаксар.