АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторист, санинструктор пулнă

04 июня 2008 г.

Тракторист, санинструктор пулнă

Çамрăклах йывăр ĕçе, тĕрĕсрех каласан арçын ĕçне, кÿлĕнме тивнĕ Шăхасанта пурăнакан М.Александрована. Вун саккăр тултарсан, вăрçă пуçланнă çул, «У-2» трактор рулĕ умне ларса суха тунă.

Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан Мария пиччĕшĕ Василий фронта тухса кайнă. Вăл офицер пулнă, танкист. Александров аслă лейтенант Житомир хули патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Таисия йăмăкĕн пурнăçĕ те вăрçа пулах вăхăтсăр татăлнă.

1943 çулта Мария çар тумĕ тăхăннă. Вăл санинструктор пулса тăнă. Çапăçусем вăхăтĕнче çамрăк хĕр вилĕм çинчен мар, аманнă салтаксен пурнăçне çăласси çинчен шутланă. Хăюллă та паттăр пулнăшăн гварди кĕçĕн сержантне Александрована Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, медальсемпе наградăланă. Пĕр çапăçура Мария хăй те аманнă, суранĕ çăмăл пулнăран часах строя тăнă.

М.Александрова санинструктор Польша, Чехословаки çĕрĕсене фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçă хыççăн тăван колхозра вăй хунă, район больницинче буфетчикра тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа тинĕсре çапăçнă Алексей Тихоновичпа, ултă ача çитĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика