04 июня 2008 г.
Любовь Козлова Канашри "Сортсемовощ" организацине 1989 çулта ĕçе вырнаçнă. Унтанпа пĕр улшăнмасăр, 19 çул ĕнтĕ, фасовщицăра ĕçлет. Вăл Патшалăх вăрлăх инспекцийĕ тĕрĕсленĕ пахча çимĕç вăрлăхĕсене кирлĕ виçе туса пакетсене тултарать, миллигрампа виçмелле пулсан, электронлă тарасапа усă курать.
"Сортсемовощ" директорĕ Николай Иванов каланă тăрăх, Любовь Васильевна хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа тăвать.