04 июня 2008 г.
Районăн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ, халăхра калашле акатуй, халичченхинчен урăхларах, уяв сцени умĕпе ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем, çур акинче хастар ĕçпе палăрнисем утса иртнипе, пуçланчĕ. Уяв программине ертсе пыракан А.Мурзуковпа О.Микушина кашни тăрăх ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем каларĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе ялавсем йăтнă, капăр тумлă çынсен ушкăнĕсем çийĕн çĕкленнĕ хăма татăкĕсем Асхва тесе çырнинчен пуçласа Янкăлч таранах пулчĕç. Стадион çийĕн савăнăçлă шав илтĕнсе тăчĕ.
Сцена çинче – районăн пĕрлештернĕ хорĕ. Районăн гимнĕ мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Пурте ура çине тăчĕç. Вĕсем хушшинче Мухтав юррин авторĕсем те пур: вĕсем – Анатолий Кибечпе Кĕркури Шевкен сăвăçсем, Александр Осипов композитор. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ – «Канашсем» ентешлĕх председателĕ, иккĕмĕшĕ – педагогика ветеранĕ, виççĕмĕшĕ – Чăваш телевиденийĕн корреспонденчĕ. Вăт çакăн пек ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх парне кÿчĕç вĕсем хăйсен ентешĕсене. Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотине тата хаклă парне парса чыс турĕç.
Акатуйăн пысăк хăни Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ăна вăхăт тупса Канаш ене килме пултарнăшăн, унта пурăнакансене хисеп тунăшăн ăшшăн тав турĕ, кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, акатуй ячĕпе саламларĕ. Николай Васильевич чи малтанах канашсене çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ ятпа салам сăмахĕсем каларĕ. Района малашне те палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртессинче пур енлĕн пулăшса пырасси çинчен пĕлтерчĕ. «Канаш тăрăхĕнче çанă тавăрса ĕçлес текенсем пур-и;» – ыйтрĕ Президент. «Пур!» – илтĕнчĕ пĕр харăссăн та çирĕппĕн. «Çакăн пирки эпĕ пĕртте иккĕленмен. Тен, çавăнпа мар-и сирĕн пата кашни çул тенĕ пекех килетĕп. Çĕнĕ чикĕсене çĕнсе илме, пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп. Тата çакна каласа хăварам-ха, Канаш тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр пачах юлмасса, тĕш тырă, выльăх-чĕрлĕх продукчĕ туса илесси çулсерен ÿссе пырасса, кашни ял хытă сийлĕ çулпа çыхăнасса, ялсенчи аслă урамсем асфальтпа такăрланасса, вĕсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланасса, çĕнĕ капмар çуртсем хушăнсах тăрасса шанса тăратăп. Ăнăçу та чăтăмлăх сире, канашсем, телее айăккипе иртсе кайма ан парăр, палăртнă çултан ан пăрăнăр. Малта тумалли ĕçсем пит нумай. Пĕрле пулсан кирек епле йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр», – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне республика пуçлăхĕ.
Пирĕн тăрăха Николай Васильевич пушă алăпа килмен. Вăл тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Родина» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хир бригадин бригадирне И.Егорова «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», районти çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн тренер-преподавательне В.Трофимова «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», районти тĕп больницăн врач-неврологне Л.Воробьева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятсем пани çинчен çирĕплетекен документсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем пачĕ. «Мотор», Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен механизаторĕсем П.Михайловпа С.Волков Президент аллинчен Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илчĕç. «Канашская» ПМК» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн строительство тата монтаж ĕçĕсен мастерĕ В.Васильев, «Мост» пĕрлĕхĕн тĕп инженерĕ И.Журавлев, «Чăвашавтодорăн» Канашри филиалĕн водителĕ В.Демьянов, «Энергосетьстрой» пĕрлĕх директорĕн çумĕ А.Кокшин, «ПМК-400» пĕрлĕх директорĕ А.Ильин Хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствин, Киров ячĕллĕ ЯХПК тракторист-машинисчĕ А.Иванов, «Родина» ЯХПК председателĕ М.Мукин, «Победит» пĕрлĕхĕн тĕп инженерĕ В.Варфоломеев, «Пинер» пĕрлĕхри трактор бригадин бригадирĕ С.Жураев, Ăнтавăшри ветеринари участокĕн заведующийĕ А. Прокопьев Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, районти тĕп библиотека методисчĕ Л.Егорова, Ухманти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Р.Иванова, районти Культура çурчĕн инноваципе методика пайĕн заведующийĕ З.Николаева Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информации политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров тата унпа пĕрле килнĕ хăнасем пĕрлештернĕ хорăн концертне пăхнă хыççăн районти библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ «Ачалăхăн пĕчĕк çеç ырă утравĕ» ача-пăча площадкипе паллашрĕç. Кунта хаваслă канма тунă хатĕрсене вĕтĕр-шакăрсем пыл хурчĕсем пек сăрса илнĕ. Уйрăмах карусель патĕнче нумай. Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен Аня Герасимовапа Дима Сергеев Николай Васильевича Канаш районĕнчи ачасен ячĕпе чăваш каччипе хĕрĕн наци тумне тăхăнтартнă пуканесем парнелерĕç, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Изратова шкулăн çĕнĕ çуртне тума республика бюджетĕнчен укçа уйăрса панăшăн тав турĕ. Ал ĕç ăстисен куравĕ патĕнче республика пуçлăхĕ кĕнчеле арлакан кинемей умĕпе чарăнса тăмасăр иртмерĕ. Унăн пурнăçĕпе, мĕнле ал ĕçĕсем тунипе интересленчĕ, унпа сăн ÿкерĕнме кăмăл турĕ. Паллах, ятне-шывне те ыйтса пĕлчĕ. Кинемее Лидия Андреевна Михайлова теççĕ, вăл Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчен, кĕнчеле арлама мĕн ачаран юратать, кĕнчелеççине питĕ типтерлĕ упрать. «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор площадкинче Президента Ачча ял тăрăхĕн илемлĕх пултарулăхĕн коллективĕ хаваслă чăваш юррипе кĕтсе илчĕ, ташласа та пачĕç. Катекри тĕслĕх библиотека заведующийĕ В.Степанова тата Кушăкри клуб администраторĕ И.Иванов Николай Васильевича нумай çул пурăнма, тăван республикăшăн пысăк ĕçсем тума çирĕп сывлăх сунчĕç, хăйсемпе калаçма вăхăт тупнăшăн чĕререн тав турĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем тăрăх доклад туса пачĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕрремĕш вырăнта Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, иккĕмĕшĕнче – «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕх тата «Родина» ЯХПК, виççĕмĕшĕнче – «Цивиль» пĕрлĕх тата «Путь Ленина» ЯХПК. Çак хуçалăхсен ертÿçисене район администрацийĕн дипломĕсене пачĕç.
«Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Шăхасан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Тарасована тата районти Культура çурчĕн директорне О.Микушинана Чăваш наци конгресĕн президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш халăхĕн Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова тата Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова Энтриялĕнчи Н.Андриянована, Л.Алексеевана, Янкăлчри Е.Васильевана, Пайкилтри М.Николаевана амăшĕн (çемьен) капиталĕн сертификатне пачĕç.
Анаткас Кипеч ялĕнче пурăнакан Надеждăпа Вячеслав Павловсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Вĕсене пушă вăхăтра çемйипех пăхма телевизор парнелерĕç. Аслă Мами ялĕнче пурăнакан Михайловсен пурнăçĕ чукун çулпа çыхăннă. Вĕсен ĕçĕсене ачисем, кĕрÿшĕсем, кинĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тăсаççĕ. Чукун çул çинче ĕçленин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 322 çул. О.Михайлована парне парса хисеп турĕç.
Уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшуçи В.Трофимов, Раççейри Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн, «Акконд» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн представителĕсем тата ыттисем саламларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата унăн çумĕ Э.Александров ĕçре малта пыракансене, пĕтĕмпе 56 çынна, райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе нумай ĕç тунăшăн «Чебоксаркий мельник» тулли мар яваплă пĕрлĕх компанийĕн председательне В.Жукова, «Флора и дизайн» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн гендиректорне А.Арсентьева, «Олимп» тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне А.Александрова район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Чернов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 63 çул тултарнă ятпа ачасем хушшинче сочинени çырас, ÿкерчĕксем, ал ĕçĕсем тăвас енĕпе ирттернĕ конкурсра малти вырăнсене йышăннисене дипломсемпе парнесем пачĕ.
Уява пынисем «Канаш ен илемĕсем» фотокуравра ял тăрăхĕсен мухтавлă çыннисемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Каç пуличченех стадионта илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Пултарулăх коллективĕсен, чăваш эстрада çăлтăрĕсен – Алина Варнан, Надежда Заводскован, Александр Ильинăн, Наталья Савăнарăн тата ыттисен концертне халăх юратса пăхрĕ. Инди çамрăкĕ Диппендра чăвашла юратса тĕлĕнтерчĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç: мини-футбол, волейбол, кире пуканĕ йăтасси, дартс, шашка, армспорт, çăмăл атлетсен эстафети, турник çинче туртăнасси, кĕрешÿ, пĕрене çинчи «Автансен çапăçăвĕ», вĕрен туртасси, спортпа туслă çемьесен ăмăртăвĕсем, лаша спорчĕ. Шкул çулне çитмен ачасем велосипедпа чупса ăмăртрĕç. Суту-илÿ киоскĕсем, буфетсем, столовăйсем ĕçлерĕç.
ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Софронов канашсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе кăмăллă.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.