30 мая 2008 г.
Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Николай Ивановичпа Валентина Сергеевна Ивановсен сăн-питĕнче ăшă кулă тата савăнăç çиçеççĕ. Аллă çул алла-аллăн утса тухнă ятпа çывăх тăванĕсемпе ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем ылтăн туя пухăнсан епле хĕпĕртемĕн-ха!?
Пĕрлехи çур ĕмĕр ахаль иртмен Ивановсен. Ялта вĕсем хисеплĕ çынсем. Николайăн ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ вăл. Малтан конюхра ĕçленĕ, 1964 çулта тракториста вĕренсе тухсан, тĕрлĕ маркăллă тракторпа, комбайнпа ĕçлесе тăван колхозра нумай çул хушши вăй хунă, Хисеп грамотисем те чылай. Пуян опытлăскер тин кăна руль умне ларнă çамрăксене механизатор ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме, çавăн пекех йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. 1995 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, ун хыççăн та чылай ĕç тума пулăшнă тăван колхоза хăйĕн хурçă учĕпе. Коля пиччен алли платник ĕçĕнче те ăста, ялти чылай çынна пÿрт тума пулăшнă вăл. Хаçат-журнал вулама юратать, темиçе çул ĕнтĕ «Хыпар», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма-хуçалăх» хаçатсене çырăнса илет.
Мăшăрĕ, Валентина Сергеевна, Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл та, канăва тухичченех Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ колхозра тăрăшнăскер, хисепре. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ивановсем 6 ача çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсен 11 мăнук, мăнукĕсен ачисем вара - 2. Ачисем пурте çемьеллĕ.
Аслă хĕрĕ Ира Чулхула облаçĕнчи ялта çемйипе пурăнать, тивĕçлĕ канура. Галя аслă пĕлÿ илнĕ, Канаш хулинчи «Лидер» суту-илÿ çуртĕнче бухгалтер пулса ĕçлет. Çак хуларах мăшăрĕпе, икĕ ывăлĕпе пурăнать. Ваня вăрман хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ, Чулхула облаçĕнчи Карабатово ялĕнче столярсен цехĕн бригадирĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ унпа тивĕçлипех мухтанать, Иван ашшĕ пекех каскалама ăста. Юра водитель профессине алла илнĕ, Канашра слесарь-сантехник пулса ĕçлет. Çемйипе час-часах ашшĕ-амăшĕ патне килет, ватăсене хуçалăхри ĕçсене тума пулăшать. Алеша – строитель, Çурçĕр Осетинче çар хĕсметĕнче тăнă. Анчах та, питĕ шел, 24 çултах сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Оля çĕвĕçе вĕреннĕ, Сиккасси ялĕнче пурăнать, «Мотор» ял хуçалăх производство кооперативĕнче бригадăра вăй хурать.
Юбилярсене эпир те, культура ĕçченĕсем тата ял администрацийĕ, çак паллă кун ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.