АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂВĂ – УНĂН ЧУН ЙĂПАНĂВĔ

30 мая 2008 г.

СĂВĂ – УНĂН ЧУН ЙĂПАНĂВĔ

Канашри педагогика колледжĕнче Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ литературăпа музыка композицийĕнче паллă чăваш çыравçисен нумай сăвви янăрарĕ. Шкул уйрăмĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренекен М.Иванова вара чăваш халăхне çутта кăларакана халалласа çырнă «Аслă Улăп» сăввине вуласа пачĕ (ÿкерчĕкре). Сăвă мероприятине чĕннĕ хăнасене, преподавательсемпе студентсене питĕ килĕшрĕ, пултаруллă хĕре хыттăн алă çупса тав турĕç вĕсем. Çак хайлав колледж студенчĕсен И.Я.Яковлев юбилейĕ ячĕпе кăларнă «Çамрăксен сасси» хаçатĕнче кун çути курчĕ. Хаçат редакторĕ – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен О.Васильева. Ольга Леонидовна çак номере çут тĕнчене кăларма пулăшнăшăн колледж директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Ф.Алеевăна, М.Пласс, О.Матвеева, Э.Андреева, С.Софронова, Т.Петрова, М.Константинова, А.Алексеева тата О.Федорова студентсене пирĕн хаçат урлă ăшшăн тав тăвать. «Çамрăксен сасси» хаçата такăр çул, ăнăçу сунатпăр, сасси ялан уçă та янравлă пултăр.

Халĕ Марина Иванова патне таврăнар-ха. Вăл хăй çут тĕнчене килни çинчен Ушанар ялĕнче пĕлтернĕ. Шкулта унăн дневникне лайăх паллăсем илем кÿнĕ.

– Манăн пĕрремĕш учительница – Маргарита Николаевна Анисимова. Вăл хăйне мĕнле тыткалани, пирĕнпе ăшшăн калаçни, урок темине ансат чĕлхепе ăнлантарни питĕ килĕшетчĕ. Уроксенче унăн кашни хусканăвне сăнаттăмччĕ. Майĕпен манăн чăрере учитель пулас ĕмĕт амаланчĕ. Аслă классене çитсен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лидия Николаевна Яковлева вара çак ĕмĕте çунатлантарсах ячĕ. Ялти тĕп шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри педколледжа вĕренме кĕме хут çырса патăм. Экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăтăм, – терĕ Марина.

Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Лидия Николаевна киле сăвă çырма парса янă. Марина хăйĕн юратнă кушакĕ çинчен илемлĕ сăмахсемпе çырса кăтартнă. Сăвă пурин кăмăлне те кайнă, журналта Марина хушамачĕ тĕлĕнчи «пиллĕксем» çумне тата тепре хушăннă. Çак хайлав каярахпа район хаçатĕнче пичетленсе тухнă.

– Поэзи пахчине кĕме мана аттен аппăшĕ, Светлана Быкова, нумай пулăшрĕ. Вăл – паллă журналист, Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕнче яваплă секретарь пулса ĕçлет. Пушă вăхăтра сăвăсем, калавсем çырать. Унăн хайлавĕсем Светлана Чиперпулар ятпа çапăнса тухаççĕ. Хамăн сăввăмсене чи малтан ăна вулаттараттăмччĕ. Светлана аппа вĕсене тимлĕн пăхса тухса сĕнÿсем, канашсем, асăрхаттарусем паратчĕ. Хăш чухне вара самаях «чутласа» пĕтеретчĕ. Эпĕ çакăншăн нимĕн чухлĕ те кÿренместĕмччĕ. Пысăк тав ăна поэзи вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнăшăн. Халĕ те вăл манăн хайлавсемпе паллашсах тăрать – мухтать те, çав хушăрах, кирлĕ пулсан, вăрçса та илет, – малалла калаçрĕ М.Иванова.

Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, И.Я.Яковлев юбилейĕсене халалласа республикăра ирттернĕ конкурссенче Маринăн сăввисем асăрханмасăр юлман. Сăмахран, Хусанкай 100 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ конкурсра вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çакăншăн ăна дипломпа наградăланă, асăнмалăх парне панă. Тăван колледжра та Марина активлă. Пĕрле вĕренекенĕсене çут çанталăк, тăван ял, анне, юрату çинчен хайланă сăвăсемпе савăнтарать, вĕсене час-часах колледжра пулса иртекен культура мероприятийĕсенче вуласа парать.

Часах Марина пуçламăш классене вĕрентекенĕн дипломне илĕ. Юратать вăл хăйĕн пулас профессине. Вĕренÿ практикисене хăйĕн пĕрремĕш учителĕ М.Н.Анисимова патĕнче ирттерчĕ. Маргарита Николаевна хăйĕн воспитанникне пуян опычĕпе паллаштарчĕ, унпа ĕçре усă курма вĕрентрĕ. Марина пĕлĕвне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿстерес ĕмĕтлĕ. Апла пулсан ăна ăнăçу сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика