АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЙСЕН ĂСНЕ, ВĂЙНЕ КĂТАРТРĔÇ

30 мая 2008 г.

ХĂЙСЕН ĂСНЕ, ВĂЙНЕ КĂТАРТРĔÇ

Кашни çулах çу уйăхĕн вĕçĕнче, Çавал тăрăхĕнче, Канаш енĕн яшĕсемпе хĕрĕсем вăй виçеççĕ. Шăхасан сали çывăхĕнче районти "Орленок" тата "Зарница" финал вăййисем иртеççĕ. Кăçал 40-мĕш хут пуçтарăнчĕç кунта шкул командисем.

Пĕтĕм конкурссене ертсе пыракансем тĕплĕ шухăшласа, ачасен ăс-хакăлпа вăй-халне шута хурса йĕркеленĕ. Пăшалпа пересси, сусăрланнисене пулăшасси, марш юррипе утасси, велосипедпа фигурăллă ярăнасси, çул çинчи правилăсене пĕлесси, теори ыйтăвĕсем...

Мĕн кăна пĕлмелле мар иккен ачасен.

Янкăлч шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренекенсен команди пĕрремĕш хут хутшăнчĕ çак район конкурсне. Çулталăк хушши палатка лартма, уйри условисенче вучах чĕртме, апат хатĕрлеме вĕренни самаях пулăшрĕ ачасене. Ултă конкурсра малти вырăнсене йышăннипе çиччĕмĕш классен команди районта иккĕмĕш результат кăтартма пултарчĕ. Кадетсем ыттисенчен ăсталăхĕпе, тумĕпе çеç мар, хăйсен тыткаларăшĕпе те уйрăлса тăни курăнать: вăййа ертсе пыракансем саламланă чухне вĕсем – присяга йышăннă çар çыннисем – устав йĕркине пăхăнса чыс параççĕ, çĕршыва хÿтĕлеме хатĕррине çирĕплетеççĕ. Пĕр çул хатĕрленсех иккĕмĕш вырăна тухни савăнтарать. Çу уйăхĕн вĕçĕнче йĕркелекен республикăри кадет класĕсен хушшинчи çар вăййисенче те хăйсен вăйне, ăсне кирлĕ шайра кăтартасса шанас килет, вĕсене ăнăçу сунас килет.

В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика