23 мая 2008 г.
Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен ачасем тимĕр-тăмăр пухса, ирĕк паман çĕрте тунă çÿп-çап куписене пĕтерсе тунă укçапа Шупашкара дельфин-шоу курма кайрĕç. Эх, савăнтарчĕç те вĕсене тинĕс кушакĕпе икĕ дельфин. Ачасемпе пĕрле вĕсен класс ертÿçи М.И.Иванова та савăнчĕ-кулчĕ.
Дельфинсем персе панă мечĕке тытса карçинккана ывăтрĕç, куракансемпе мечĕкле вылярĕç, кĕвĕ çеммипе юрларĕç, кăшăлсене сăмсисем çинче çавăрттарчĕç, сальто турĕç. Ачасем дельфинсемпе сывпуллашса залив хĕррине кайрĕç. Кунта вĕсем ролик конькипе ярăнчĕç, батут çинче сикрĕç тата ытти хаваслă вăйăсене вылярĕç.