АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЕН ПИЧЧЕ 90 ÇУЛ ТУЛТАРЧĔ

23 мая 2008 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Атнаш ялĕнчен 236 çын хутшăннă, вĕсенчен 129-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Фронтран килнĕ салтаксенчен пирĕн тăрăхра пĕр Семен Ефимович Ефимов кăна пурăнать. Ыттисем вăрçă суранĕсене пула çĕре кĕчĕç.

С.Ефимова курсан тÿрех вăрçă çулĕсем аса килеççĕ. 1945 çул. Çĕртме уйăхĕ. Эпир, 14-16 çулсенчи вăрçă ачисем – Коляпа Евгений Морозовсем, Гаврил Михайлов, Аркадий Ильин, Василий Алексеев, Степан Иванов тата эпĕ – Атнаш ялĕн Шĕкĕр енчи чиккинче уйра лаша кÿлнĕ икĕ каслă плугсемпе çĕртме сухи тăватпăр. Ирхине хĕвел тухнă вăхăтра ĕçе пуçăнатпăр та хĕвел аннă тĕле тин киле таврăнатпăр. Кăнтăрла лашасене виçĕ сехет кантарнă вăхăтра шыва кĕреттĕмĕр, выляттăмăр, шÿтлеттĕмĕр.

Пĕр кунхине пирĕн пата Анна Николаева бригадирпа салтак гимнастерки тăхăннă çамрăк çын плуг кăкарнă мăшăрлă лашапа пырса çитрĕç.

– Гварди рядовой Семен Ефимов службăна малалла тăсма çитрĕ. Хĕрлĕ çара 1939 çулта кайнă. Фронтра çар хатĕрĕсем, аманнисене турттарнă. Çапăçса йăлăхрăм, сирĕнпе суха тума килтĕм, - пĕлтерчĕ вăл хăй çинчен.

Çав çулсенче ачасем çăмах çимелле е çĕçĕлле выляма юрататчĕç. Вылятпăр çапла. Эпир те аптрамастпăр, Çемен пичче те лайăх вылять. Çапах та пĕрре çĕнтертĕмĕр ăна. Çерем касса çăмах турăмăр, йывăç пăта туса çапса çирĕплетрĕмĕр. Çемен пичче чĕркуçленчĕ, кăнтăралла пăхса сăх сăхса илчĕ.

– Пĕлетĕр-и ачасем, çак çĕр асамлă. Кунта 1773 çулччен Атнаш ялĕ вырнаçнă пулнă, çавăнпа ĕнтĕ ку çырмана Атна çырми теççĕ. Асатте асаннесене асăнса пĕр çăмахне çием-ха, - терĕ те çăмаха çыртса илчĕ.

С.Ефимов пехотăн Львов çывăхĕнчи 236-мĕш дивизинче службăра тăнă. Çавна май вăрçа пĕрремĕш кĕрекенсен йышĕнче пулнă. Вăл Мускава хÿтĕленĕ, Днепропетровск тата Запорожье хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçа Хĕвел тухăç Германире Штутгард хулинче вĕçленĕ. Унăн кăкăрне чылай медаль илем кÿрет.

С.Ефимов 1946-1960 çулсенче Киров ячĕллĕ колхозра тракторист, комбайнер пулса ĕçленĕ. Шăхасанти вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире те алă усса ларман, тата ултă çул хушши Киров хуçалăхăн пушар хуралĕнче тăрăшнă.

Мăшăрĕпе Анна Антоновнапа пĕрле иккĕшĕ вĕсем ултă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те,1992 çулта унăн мăшăрĕ çĕре кĕчĕ.

Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Ваня 25 çул хушши Совет Çарĕнче службăра тăнă. Вăл – подполковник, Шупашкарта РОСТОра ĕçлет. Раиса Таджикистанра пурăнать. Мария – Шупашкарта, Коляпа Шурик трактор тăвакансен заводĕнче ĕçлеççĕ. Петя хими заводĕнче вăй хурать. Павел тăван хуçалăхра ĕçлет, ашшĕне пăхса пурăнать.

Нумаях пулмасть Семен Ефимович Ефимов 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилейне вăл çывăх тăванĕсемпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе паллă турĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне, ялти хисеплĕ çынна вăрăм ĕмĕр, ырлăх-сывлăх тата телей сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика