АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АННЕ ПУРРИПЕ ЭПИР ТЕЛЕЙЛĔ

23 мая 2008 г.

Аннеçĕм – анне! Санăн мар-и ачусемшĕн кулянса çÿçÿсем кăвакарчĕç; Йывăр ĕçпе хытнă аллусем вăйсăрланчĕç. Ачусем чирлесен е инкеке лексен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр мĕн чухлĕ куççуль тăкман пулĕ эсĕ; Анне чĕри пурне те чăтать, пурне те ăнланса каçарать. Анне пилĕпе мар-и эпир вăй илсе çунат саратпăр та тăван килтен инçете «вĕçсе» саланатпăр; Унăн чун-чĕре ăшши пурăнма вăй-хал парать, çепĕç сăмахĕ чуна йăпатать, тĕксĕм куна çутатать.

Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Ольга Андреевна Алексеева чи ырă сăмахсене илтме чăннипех тивĕç. Сакăр вуннă урлă каçнă пулин те ун утти çăмăл та вăр-вар. Калаçăвĕ таса та тикĕс. Пичĕ çинчи пĕркĕленчĕксем кăна хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шурне сахал мар курнине палăртаççĕ.

Çамрăклах мăшăрне çухатса ултă ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Пилĕк ывăл ашшĕшĕн тăтăшах тунсăхланă. Çемье лавне пĕччен туртса пыма çăмăлах пулман, чунĕ тăвăнса çитнипе çĕрĕ-çĕрĕпе мĕн чухлĕ куççулĕ тăкман-ши тата. Йывăр пулин те пуçа усман, ачисен телейĕшĕн тăрăшнă.

Ольга Андреевна Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1943 çулта Шăхасанти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

– Ун чухне пире паспорт паман. Манăн Шăхасанти йăла комбинатне çĕвĕç пулса ĕçлеме каяс килетчĕ, анчах та май килмерĕ. Вăтам пĕлÿ илнисене районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ В.Немаков хăй патне пуçтарчĕ те шкулсене ĕçлеме ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче учительсем çитмен. Эпĕ Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчи шкула лекрĕм. Унта кĕçĕн классене вĕрентрĕм. Ĕçленĕ хушăрах Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм, анчах та виççĕмĕш курс хыççăн вĕренĕве пăрахма тиврĕ. Аппапа йысна сарăмсăр вилнĕ хыççăн вĕсен тăватă ачи тăлăха тăрса юлчĕ, аттепе анне вĕсене интерната ярас темерĕç. Тăванĕсен çумĕнче кил ăшшине туйса ÿсчĕр терĕç вĕсем. Эпĕ вара шкул ĕçне пăрахса колхоза вырнаçрăм, - аса илет çав вăхăтсене Уля инке.

Йывăр ĕçрен нихăçан та пăрăнман, мĕн хушнине яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Ревизи комисси тата правлени членĕ те пулнă вăл. Çĕр виçевçинче те тăрăшнă. Çавăн пекех район депутатне те суйланă ăна. Ултă çул хушши халăх сучĕн заседателĕнче тимленĕ.

Вăрçă хыççăн çичĕ çул Киряра вăрман каснă. Çулсеренех авăн çапса пĕтерсен вăрмана тухса кайнă та çурхи шывпа тин тăван яла таврăннă. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл тăван колхозра вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире те алă усса лармасть Уля инке, ĕçпе чунне йăпатать. Вăл – ялти пĕр çулхисемшĕн çывăх юлташ, çамрăксемшĕн вара ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

О.Алексеева – тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ. Соцăмăртусен çĕнтерÿçин ятне пĕрре мар илме тивĕç пулнă. Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн парса чыс тунă медальсемпе Хисеп грамотисем паянхи кун та тирпейлĕн упранаççĕ унăн.

Уля инке ачисене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, çирĕп те таса чунлă пулма вĕрентнĕ. Пилĕк ывăлне салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Ванюшпа Алеша Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Ольга Андреевнан ултă ачи те пĕлÿ илнĕ тата çемье çавăрнă. Амăшне вĕсем хисеплеççĕ, яланах пулăшса пыма тăрăшаççĕ.

Анне чĕри! Пур пĕр нихăçан та лăпкă мар вăл. Кашнин савăнăçĕпе хĕпĕртет, кашнин хуйхипе кулянать. Тайма пуç сана, аннеçĕм, ачусемшĕн яланах çывăх çын пулнишĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика