АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАКА КАЙМА ЯТ ТУХРĔ

23 мая 2008 г.

Саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра та 18-27 çулсенчи çамрăксене çар ретне илесси пырать. Тунтикун Чăваш Ен çар комиссариачĕн Канаш хулинчи пуçтарăну пунктĕнче икĕ командăна çар чаçĕсене савăнăçлă лару-тăрура ăсатса ячĕç. Тата тепĕр пулăмпа асра юлчĕ çак кун – пункт бази çинче яш-кĕрĕме çарпа патриот воспитанийĕ памалли центр уçăлчĕ.

Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин юстици министрĕ-республикăри резерв призывĕн комиссийĕн председателĕ В.Петров, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин, федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен инспекторĕ В.Воронов, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровапа В.Софронов, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Наймушин подполковник хутшăнчĕç, Тăван çĕршыва шанчăклă сыхлама, çарпа политика вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем тума, вĕренÿпе çар задачисене тĕрĕс те вăхăтра пурнăçлама, каялла тĕрĕс-тĕкел, вăй-хал енчен çирĕпленсе, тĕрекленсе çаврăнса килме сунчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе В.Петров министр ăсату сăмахĕ каларĕ. Канаш чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çамрăксене Турă сыхлатăр тесе сăваплă шывпа сапрĕ.

Салтак ачисене пултарулăх коллективĕсем концерт лартса пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика