21 мая 2008 г.
Чылайăшĕшĕн автомобиль – çутă ĕмĕт. Ăна пурнăçа кĕртес тесен укçи те сахал мар кирлĕ – тÿрех пысăк укçа кăларса хума пурин те май çук-çке-ха. Шăпах çавăн пеккисем иртнĕ кĕçнерникун Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн çурчĕ умне пычĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ унта пынипе кăмăллă юлчĕ.
Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ «Альянс-авто» кампанисен ушкăнĕпе пĕрле «Автокредит – чаплăх мар» авточупу йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть вăл Çĕрпÿ хулинче пĕр кунлăха чарăннăччĕ, халĕ акă чупăва хутшăнакансене Канаш кĕтсе илчĕ. LADA тата KIA машинăсем капăрлăхĕпе, хăтлăхĕпе илĕртрĕç. «Альянс-авто» кампанисен ушкăнĕн Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри шоссе урамĕн 3«а» çуртĕнче вырнаçнă салонĕн менеджерĕсем А.Антоновпа Р.Лаптев транспорт туянма шутлакан кашни çыннах автомобиль çинчен каласа пачĕç, автокредит килĕшĕвĕ, страховани тумалли условисемпе паллаштарчĕç, машина туянмалли заявка памалли йĕркене ăнлантарчĕç, автомобилĕн чупу пахалăхне тĕплĕнрех пĕлес текенсене тĕрĕслеттерсе (тест-драйв) пăхтарчĕç.
Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн кредит пайĕн инспекторĕсем автокредит илмелли йĕркепе консультацисем пачĕç. Автокредит килĕшĕвĕсене пилĕк çула тăваççĕ. Парăма вырăнти банкрах килĕшĕвĕн условийĕсене пурнăçласа татма пулать. Ку, паллах, клиентшăн питĕ меллĕ.
«Альянс-авто» кампанисен ушкăнĕн Шупашкарти автосалонĕнче KIA автомобильсен тĕрлĕ маркисене, «АВТОВАЗ» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн пĕтĕм модель речĕсене сутаççĕ. Авточупу тăхтавĕнче канашсем хăйсем килĕштернĕ машинăсене туянма заявкăсем пама пултарчĕç.
Авточупăвăн çитес чарăнăвĕ Улатăр хулинче пулĕ.