21 мая 2008 г.
Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ «Çуркуннехи ырăлăх эрни» ирĕклĕ акци пирĕн республикăра ака уйăхĕн 19-27-мĕшĕсенче пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Кăçал вăл, Ырă ĕçсен çулталăкĕпе тачă çыхăнса йĕркеленнĕ май, ытти çулхисенчен урăхларах пулчĕ. Çавăнпах-тăр çак акци унта хутшăнакансем те, тĕрлĕ мероприятисем те нумаййипе палăрса юлчĕ. Тĕрĕсрех каласан, акцие хăй ирĕкĕпе пурĕ 3834 çын хутшăннă, пулăшу-пехет илекен 3565 çын валли пĕтĕмпе тĕрлĕ енлĕ 2 пине яхăн мероприяти йĕркеленĕ.
Çак акцие район тытăмĕнчи подразделенисем пурте хапăлласа йышăнчĕç. Вĕсем командăсем йĕркелерĕç, плансем турĕç, ĕç вырăнĕсене палăртрĕç. Хăш-пĕр мероприятисем тата унта хастар хутшăннисем çинче манăн уйрăммăн чарăнса тăрас килет.
Район администрацийĕн коллективĕ акцие йывăç лартнинчен пуçларĕ. Вăтапуç ял тăрăхĕн территорийĕнчи вăрман делянкисенче 3 пин ытла хунав лартса хăварнă.
Халăха социаллă хутлĕх курекен пай тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Центр акцие пысăк хавхаланупа тата тÿрĕ кăмăлпа хутшăннине палăртмалла. Эрне хушшинче вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ватăсен кил-çуртри пурнăçпа йăла условийĕсене тишкерсе тухрĕç. 70 ветерана витĕмлĕ пулăшу пачĕç.
Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене консультаци тата ытти социаллă пулăшу кÿрес енĕпе ирттернĕ «уçă алăксен кунне» 200 çын хутшăнчĕ. «Ырăлăх хĕрÿ линийĕн» телефонĕпе пулăшу ыйтса 69 çын, пулăшу сĕнсе 34 çын шăнкăравларĕç.
Библиотекăсем те, акцие хутшăнса, хăйсен тÿпине хыврĕç. Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека, Аччари тĕслĕх библиотеки, Мăкăр, Çеçпĕл, Янкăлч, Асхва ялĕсен вулавăшĕсем тĕрлĕ мероприятисем чылай ирттерчĕç. Районти ача-пăча библиотеки «Шанчăк» ача сачĕн воспитанникĕсене кĕнекесем парнелерĕ.
Социаллă аталану пайĕпе культура учрежденийĕсен специалисчĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене кил-тĕрĕшре тĕрлĕ ĕçсем туса пулăшрĕç, ыркăмăллăх концерчĕсемпе спектакльсем лартса пачĕç. Уçырмари культура çурчĕн ĕçченĕсем «Ылтăн алăсем» ятпа алĕç ăстисем, пултаруллă инвалидсем хатĕрленĕ япаласен куравне йĕркелерĕç.
Çуркуннехи ырăлăх эрнинче, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, районти вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасен ирĕклĕ пĕрлĕхĕсен республикăри слетне хутшăнчĕç. Çак слет тĕлне доброволецсен 142 командине йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе вара слета 2098 çын пынă. Шкулсем пурте хастар хутшăнчĕç, апла пулин те чи пултаруллисене уйрăммăн палăртса хăварам: вĕсем - Вăтакас Кипеч, Энтрияль, Янкăлч, Вырăскас Пикших, Уçырма вăтам шкулĕсем. Тĕслĕхрен, энтрияльсем «Ыркăмăллăх шыв юххи» ятпа акци ирттерчĕ. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче çак шкулти доброволецсен колонни лозунгсемпе плакатсем йăтса ватă çынсене пулăшма кайрĕ. Çак кун Янкăлч вăтам шкулĕнчи доброволецсен 9 отрячĕ «Доброволецсем – пĕчĕк ачасем патне» проектпа çула тухрĕ. Слет 14 сехетре пуçланчĕ те 18 сехетре вĕçленчĕ. Акци вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен вăйĕпе 24 ача садне, нумай ачаллă 60 çемьене, пĕччен пурăнакан ватăсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, инвалидсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ. Ача сачĕсенче тата ял клубĕсенче ыркăмăллăх концерчĕсем, юмахсем тăрăх инсценировкăсем лартрĕç. Сахал тупăш илекен ачаллă çемьесене кил-çуртра кирлĕ япаласем, кĕнекесем, теттесем пухса панă. Чиркÿ картишĕнче йывăçсем лартнă, йăрансене тирпейлесе чечексем акса хăварнă. Ял администрацийĕсем, шкулсем, культура çурчĕсем тавра, урамсенче тирпей-илем кÿрессипе нумай ĕç тунă. Ватă çынсене çĕр улми, сухан лартма, сад-пахчара йăран чавма, çĕр лаптăкĕсене тасатса йĕрке тума пулăшнă. Пĕччен пурăнакан ватăсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем хăйсене пулăшнăшăн вĕренекенсене пĕтĕм кăмăлтан тав турĕç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн ĕçченĕсем кăçал «Çуркуннехи ырăлăх эрни» акцие икĕ çул-йĕрпе хутшăнчĕç: Шупашкарти колледжсенче консультаци ирттерчĕç тата республикăри шкулсенче страховани свидетельствисем пачĕç.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр ĕç-хĕлне те палăртса хăварам-ха. Çурхи ырăлăх эрнинче кунта ĕç шыракан çамрăксем, граждансем валли «уçă алăксен кунне» ирттернĕ. Çак мероприятие 40 çын хутшăннă.
Ырăлăх эрнинче тăван тавралăха тирпей-илем кÿме кашни ял тăрăхĕнчех халăха явăçтарнă. «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн çамрăк гвардеецĕсем Сиккасси ял тăрăхĕ йĕркеленĕ «Тăван яла хитререх тăвар» акцие хутшăннă. Ĕçлесе пулăшнипе пĕрлех хăш-пĕр коллективсем çĕршыври ача-пăча фондне укçа-тенкĕ куçарнă.
«Çуркуннехи ырăлăх эрни» акци тапхăрĕнче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе эпир ятарлă стенд уçасшăн. Унта Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тунă мероприятисем çинчен сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарса тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Çавăнпа та камăн сăн ÿкерчĕксем пур вĕсене ман пата пырса пама ыйтатăп.