16 мая 2008 г.
Кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, банкăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ халăха 12 миллиард тенкĕ ытла кредит панă. Çулталăк пуçланнăранпа уйрăм çынсен кивçенĕ 1,1 миллиард чухлĕ пысăкланнă, çакă 2007 çулхи çак тапхăр ÿсĕмĕнчен 3 хут нумайрах.
Ытларах çурт-йĕр çавăрма кредит илеççĕ, вĕсен хисепĕ хальхи кредит портфелĕн çурринчен иртнĕ. Пурăнакан çурт-йĕре юсас тата çĕнетес текенсен йышĕ ÿснĕ. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр валли уйăрнă кашни иккĕмĕш кредит юсав ĕçĕсене пурнăçлама каять.
Автокредит тăвасси те самаях ÿснĕ. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче 160 миллион тенкĕлĕх кредит панă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку 2,7 хут пысăкрах. Кăçал автомашинăсене кредитпа туянасси 2 хут ÿсмелле.
Раççей Перекет банкĕ «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçе малтанхи пекех активлă хутшăнать. Хушма хуçалăх хуçисене кредит парать. Иртнĕ çул банкăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ 1,3 миллиард тенкĕлĕх 9,5 пин кредит уйăрнă. Кăçалхи виçĕ уйăхра – 1,7 пин кредит, вăл 290 миллионпа танлашать.
Кредит портфельне 12 миллиард тенке çитерме кредита çĕнĕлле пама пуçлани пулăшнă. Халĕ Перекет банкĕ республикăра пурăнакансен, пенсионерсен, студентсен, ĕçлекенсен интересĕсене шута илсе тĕрлĕ тĕллев валли тĕрлĕ 15 кредит уйăрать. Асра тытма: кăçалхи пуш уйăхĕнче банк процент ставкисенчен пĕрне улăштарнă – 0,5-2 процент пункчĕ чухлĕ ют çĕршыв валютипе паракан тĕп кредит ставки пĕчĕкленнĕ.