15 мая 2008 г.
Çуркунне тавралăх хĕллехи ыйхăран вăранса ешерме тытăнать. Çак вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе йывăç-хунав лартса хăварма тăрăшаççĕ. Эпир те, Вăтапуç шкулĕнче вĕренекенсем, айккинче пăрăнса юлас темерĕмĕр.
Малтанласа ял урамне çÿп-çапран тирпейлесе тасатрăмăр. Унтан туслă йышпа ялти кивĕ масар енне çул тытрăмăр. Эпир тавралла симĕс чăрăшсем лартса çаврăнтăмăр. Ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Пĕрисем, икшерĕн тăрса, хунавсене лартса пычĕç, теприсем çырмаран шыв йăтса вĕсене шăварчĕç. Вăхăт кăнтăрла тĕлне сулăнчĕ. Эпир тулли кăмăлпа шкула таврăнса апатлантăмăр та "Çĕнтерÿ" паркне васкарăмăр. Çак парка та çĕнĕ хунавсемпе çĕнетрĕмĕр. Вăл кун эпир пĕтĕмпе 500 яхăн йывăç лартрăмăр, вăл шутра: чăрăш, çăка, пилеш, лиственница пулчĕç. Çак ĕç пире пурне те кăмăла кайрĕ.