07 мая 2008 г.
Çакăн пек ятпа иртрĕ Сухайкасси шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ. Уроксем хыççăн шкул ачисем литература тĕпелне пуçтарăнчĕç. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литература учителĕ В.М.Иванова ертсе пынипе 11-мĕш класра вĕренекен Маша Павловăпа Венера Васильева мультимеди презентацийĕ хатĕрленĕ.
Экран çинчи ÿкерчĕксем сăмахсемпе çеç мар, юрă-ташăпа та, кулăшла сценкăсемпе те илемленчĕç. Куракансене уйрăмах И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ кулăшсем кăмăла кайрĕç. Вĕсене пуçламăш класс ачисем лартса пачĕç. Автан тумне тăхăннă Дима Иванов хăйĕн илемлĕ сассипе тата артистла пултарулăхĕпе тыткăна илчĕ. Л.Н.Зотикова учительница ертсе пыракан «Путене» фольклор ушкăнĕн юрри-ташшине те хапăлласах йышăнчĕç куракансем.
Шкул ачисем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе, вăл уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе тата чăваш халăхне панă халалĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Уяв «Упрар-ха чĕлхене» юрăпа вĕçленчĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Маша Михайловапа Катя Гаврилова шăрантарнă юрă чылайччен хăлхара янăраса тăчĕ.