АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛТА ĔÇЛЕСЕ КАНĂВА ТУХНĂ

07 мая 2008 г.

Асатте-асаннесемпе кукамай-кукаçисемшĕн мăнукĕсем ачисенчен те хаклăрах пулаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Ватă çынсем пĕчĕкскерсене ытларах юратаççĕ, вĕренÿре тата воспитани парас ĕçре те пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсен пушă вăхăчĕ те нумайрах тата ачисене парса çитереймен юратăвне урăх кама халаллама пултарăн-ха; Пукăртан ялĕнче пурăнакан Степан Егорович Егоровăн – пилĕк ача, вунă мăнук тата мăнукĕсен сакăр ачи çитĕнеççĕ.

Степан Егорович 1922 çулта Пукăртан ялĕнче çуралнă. Татмăш шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Канашри вакунсем юсакан завода ĕçлеме вырнаçнă. Унта вăл 1938 çултан пуçласа 1941 çулччен ĕçленĕ. Заводранах фронта тухса кайнă.

Вăл тăшмансене хирĕç Украинăн виççĕмĕш фронтĕнче кĕрешнĕ, снайпер пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче йывăр аманнă, авăн уйăхĕччен Ĕпхÿ хулинчи госпитальте сипленнĕ. Киле таврăнса кăштах вăй илнĕ хыççăн Харьков хулинчи артиллери полкне службăна тăнă. Тăван киле 1945 çулхи ака уйăхĕнче иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă.

Вăрçă чарăнсан С.Егоров уй-хир бригадирĕнче ĕçлеме пуçланă, каярах ăна ял пуçлăхне суйланă. Ултă çул хушши вăл колхоз председателĕн çумĕнче те тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва Степан Егорович шкулта ĕçлесе тухнă, унта вăл çирĕм çул ытла директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ грамотăсемпе наградăсене илме тивĕçнĕ вăл.

Мăнукĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ май пурте пĕрле час-час пуçтарăнаймаççĕ. Анчах та çуллахи кану тапхăрĕнче вĕсем пурте Степан Егорович патĕнче. Вĕсем те ватă çынна сахал мар тимлĕх уйăраççĕ, çавăнпах мăнукĕсене чăтăмсăр кĕтет-тĕр ветеран.

С.Егоров 86 çула кайнă. Çулĕсене пăхмасăр вăл ял пурнăçĕпе тата çĕршыври политикăпа кăсăкланать, кил хушшинче кăштăртатать. Икĕ çул каялла ывăлĕ вилни ватă çыннăн сывлăхне хавшатса хăварчĕ, вăл Çурçĕрте летчик пулса ĕçленĕ.

«Çывăх пĕртăвансем пурте çĕре кĕчĕç, ачасемпе тата мăнуксемпе кăна савăнса пурăнатăп. Хампа пĕрле пурăнакан кĕрÿ, Юрий Андреевич, пăхса пулăшса тăрать мана. Кÿршĕсемпе юлташсем час-часах хăнана кĕрсе çÿреççĕ», - каласа кăтартрĕ ветеран.

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Степан Егоровича уява тивĕçлĕн кĕтсе илме ырлăх-сывлăх тата телей сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика