07 мая 2008 г.
Ксения Ивановна Казакова – вăрçă инваличĕ. Вăл 1923 çулхи раштав уйăхĕнче Юмансар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шаккăл шкулĕнче вунă класс вĕреннĕ хыççăн пĕлĕвне малалла Канашри финанс техникумĕнче ÿстернĕ. Техникумра вĕреннĕ чухне ăна, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкара связистсене хатĕрлекен курссене вĕренме янă.
Ятарлă курссенчен вĕренсе тухнă хыççăн Ксения Ивановна фронта лекнĕ, фашистсене хирĕç вăл Прибалтикăн иккĕмĕш фронтĕнчи связистсен 65-мĕш уйрăм полкĕнче кĕрешнĕ. Пĕр хаяр çапăçусенче пирĕн ентеш йывăр аманнă, Великие Луки хулинче вырнаçнă госпитальте сипленнĕ. Шăпах çавăнта ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль парса чысланă. Госпитальте пулнă хыççăн пирĕн ентеше Елец хулине ăсатнă. Хăйĕн полкĕпе пĕрле вăл Прибалтика урлă Кенигсберг хулине çитнĕ.
1945 çулхи авăн уйăхĕнче К.Казакова тăван тăрăха таврăннă. Вăрçă хыççăн финанс техникумĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕ. Канашри перекет банкĕнче тимленĕ, Канашри райпора ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Мăшăрĕпе, Федор Прокопьевичпа, вăл та фронтовик, тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсен 9 мăнук тата мăнукĕсен 4 ачи ÿсеççĕ. Шел пулин те, вăрçă суранĕсене пула Ксения Ивановнан мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
К.Казакова хĕллехи вăхăтра ывăлĕ Юрий патĕнче пурăнать, çуллахи вăхăтра хăйĕн патĕнче кил-хуçалăхра кăштăртатать. Ксения Ивановна 84 çулта пулин те ĕçлеме ÿркенмест, йĕркелĕхе юратать. Çак ырă енсене мăнукĕсене те вĕрентет.