11 апреля 2008 г.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче Байконур космодромра пуçласа çамрăк экипаж тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. «Союз ТМА-12» карап командирĕ – Сергей Волков, борт-инженерĕ – Олег Кононенко тата экипаж членĕ Йи Сайон кореянка. Вĕсене тата карап космоса вĕçсе кайнине курнă çынсем хушшинче Янкăлч вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Артурпа Ольга Васильевсем те пулчĕç. Байконура пынă Чăваш Ен делегацийĕ 160 çынран тăнă. Ольăпа Артур çакăн пек чыса çамрăк космонавтсен отрячĕн юхăмне активлă хутшăннăшăн, космос темипе ирттернĕ конкурссенче лайăх пĕлÿ кăтартнăшăн тивĕçнĕ.
Экскурсантсем çĕршывăн легендарлă космос гаванĕпе, Сергей Королев тата Юрий Гагарин çурчĕсемпе паллашнă. Çак эксклюзивлă çул çÿреве Космонавтсен кунне халалланă.