АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНЛАНТАРУ ĔÇĔСЕНЕ ВĂЙЛАТМАЛЛА

11 апреля 2008 г.

ĂНЛАНТАРУ ĔÇĔСЕНЕ ВĂЙЛАТМАЛЛА

Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Раççейĕн куçми пурлăхĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен 2-мĕш номерлĕ уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин тухса калаçрĕ. Владимир Иванович районта территори тăрăх çĕр йĕркелÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе тата вĕсене саккунсене çирĕп пăхăнса епле тумалли çинчен тĕплĕн ăлантарса пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Республикăра туберкулеза хирĕç кĕрешес енĕпе «Шурă чечек» акци «Эпĕ туберкулеза çĕнтерме пулăшатăп» девизпа пырать. Акцин тĕллевĕ тата çак чиртен асăрхаттарас енĕпе тумалли ĕçсемпе, унпа кĕрешессинчи задачăсемпе районăн врач-фтизиатрĕ Л.Алексеева паллаштарчĕ. Çак чирпе аптракансем Çĕнĕ Ачча, Çĕнĕ Шелттем, Ямаш, Хучел, Чулкăмака, Сител, Вырăскас Пикших, Маяк, Сухайкасси, Ухман ялĕсенче, Кармами выççăлккинче сахал мар. Чылай чухне туберкулеза вилене каснă чухне çеç палăртма май килнĕ. Пĕлтĕр районта туберкулезăн пĕтĕм формипе чирлекенсен йышĕнче 46 çын пулнă, виçĕм çул – 36. Туберкулез нушаллă пурăнакансене кăна мар, пирĕн ачасене те хăратма пуçларĕ. Чылай чухне вĕсене чирлĕ ашшĕ-амăшĕсенчен ерет. Район больницин психиатр-наркологĕ С.Петров эрех-сăра сиенĕ, районта ĕçкĕçсен хисепĕ нумайланса пыни пурне те шутлаттарма кирли, çирĕпрех мерăсем йышăнма хистени çинчен каларĕ. Вăл ялсенче, уйрăмах шкулсенче, çамрăксем умĕнче алкоголизм ырă туманни çинчен лекцисем, калаçусем ирттернин усси пысăк пулнине палăртса хăварчĕ. Эрех серепине лекес мар тесен сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымалла, спортпа туслашмалла. Нарколог, психиатр патне кайма именсе тăни вырăнсăр.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Аслă Çĕнтерÿ кунне кашни çулах юбилей евĕр ирттермелле тесе каланă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 63 тата 65 çул тултарнине хатĕрленес енĕпе ĕçсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Вăрçа хутшăннисенчен районта 75-ĕн пурăнаççĕ, вăрçă инваличĕсем – 58-ăн, мăшăрĕсене çапăçу хирĕсенче çухатнисем – 26-ăн. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй тĕллĕн йывăррăн çÿрет. Çавăнпа та вăрçă ветеранĕсем патне килне кайса саламлани, асăнмалăх парне пани ватăсен чĕрисене савăнăçпа тултарĕ, хăйсене хисепленине, асра тытнине яланах туйса тăччăр вĕсем. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене тирпей-илем кĕртмелле, ун таврашне çÿп-çапран тасатмалла. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем нумайлăха асра юлмалла иртчĕр тесе тăрăшмалла.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров ялсенчи культура çурчĕсемпе клубсен ĕçĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе каçхи вăхăтра рейдсем ирттересси, вĕсенче кану каçĕсенче ашшĕ-амăшĕсенчен тата учительсенчен дежурствăсем йĕркелесе тăрасси мĕнле пулса пынине тишкерчĕ.

Кăшнаруй, Уçырма, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алевтина Васильева, Валерий Иванов, Владимир Иванов 2007 çулта суйлавçăсем панă наказсене пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç.

Централизациленĕ бухгалтери ертÿçи В.Филиппова кăçалхи пĕрремĕш кварталта налук пухасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çак ĕçе 124 процент чухлĕ пурнăçланă. Уйрăм кăтартусемпе илсен çĕрпе усă курнăшăн налук пуçтарасси япăхрах, пурлăхшăн пухасси те кирлĕ пек пулса пыраймасть.

Анлă лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Нумаях пулмасть ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пухса çур аки ыйтăвĕпе канашлу ирттернĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр пуçлăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерес енĕпе яваплăх туясшăн мар пулас: çур аки вĕсен ĕçĕ мар имĕш. Çакна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен çуррине яхăн канашлăва пыманни лайăх çирĕплетсе пачĕ. Тавралăх таса та тирпейлĕ пултăр тесе субботниксем час-час ирттермелле. Шоссе хĕррисенчи çÿп-çапа тасатмалла, хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ çÿп-çап куписене пĕтермелле, вĕсен вырăнĕнче таса та тÿрĕ вырăн çеç юлтăр. Çĕр лаптăкĕсене регистрацилес енĕпе малалла ĕçлемелле, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне ирттерессине çĕнĕрен йĕркелесе ямалла.

Анлă лару савăк кăмăлпа вĕçленчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн март уйăхĕн 2-мĕшĕнчи суйлавне хатĕрленес тата ирттерес ĕçе активлă хутшăннăшăн Шăхасан ял тăрăхĕн специалистне Л.Егорована Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç, Вырăскас Пикшихри суйлав участокĕн председательне Н.Никитинана, суйлав темипе сăмахкаçмăш тăвас енĕпе ирттернĕ конкурсра палăрнăшăн Уçырма вăтам шкулĕнче биологи вĕрентекен М.Михайлована Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвĕсене пачĕç.

Ял тăрăхĕн территоринче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче çитĕнÿсем тунăшăн тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ» номинацире çĕнтернĕшĕн Вăрăмпуç, Сухайкасси, Ухман, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене (ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) А.Степанова, З.Иванована, М.Белова, В.Иванова райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Чăваш Республикин Муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн наградисене пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика