02 апреля 2008 г.
Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин Канаш районĕнчи вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Вырăнти политканашăн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Раççей Федерацийĕн Президенчĕн март уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавĕн районти кăтартăвĕсем çинчен доклад туса пачĕ. Доклад тăрăх Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, партин Регионти уйрăмĕн Политканашĕн членĕ Г.Васильев, партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем – Сухайкасси тата Энтрияль вăтам шкулĕсен директорĕсем Е.Кузьмина тата А.Гурьев, политканаш членĕ В.Ильин, Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн директорĕ Б.Волков тухса калаçрĕç.
"Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн VIII конференци ĕçне хутшăнма делегатсем суйларĕç. Вĕсем – район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов тата партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Денисов.
Конференци ĕçне партин регионти ĕçтăвкомĕн йĕркелÿ ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Скворцов хутшăнчĕ.