28 марта 2008 г.
Карăклă вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен И.Ефимова тин кăна уçăлнă ача садне няньăна вырнаçнă. Çав çулах Шупашкарти педагогика училищин шкул çулне çитмен ачасене воспитани парассин уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Паллах, ĕçрен хăпмасăр вĕренме çăмăл пулман. Тăрăшни, çине тăни сая кайман, Ирина воспитатель дипломне алла илнĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла çак профессипе ĕçлет.
Ирина Анатольевна ушкăнĕнче – 23 ача. Кăçал вĕсем пуçласа парта хушшине ларĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ вулама та пĕлет ĕнтĕ. Апла пулсан И.Ефимова хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, ашшĕ-амăшĕсен тав сăмахĕсене чăннипех тивĕç.