28 марта 2008 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» IX конкурс-фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Унта Чăваш, Пушкăрт, Тутар Республикисен, Ульяновск, Калининград облаçĕсен 36 юрăçи хутшăнчĕ. Вĕсем пурте – чăваш эстрада юррисене юрласа зонăри тата регионти тапхăрсенче çĕнтернĕ. Финалти тур пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулчĕ, унта гала-концерт фестивальне хутшăнма тивĕç пулнисене палăртрĕç. Юрăçсем финала тухма халăх тата жюри умне эстрада юррисемпе (поп, джаз, рок-композици) тата эстрадăна тĕпе хурса илемлетнĕ чăваш халăх юррипе тухрĕç. «Кĕмĕл сасă» режиссерĕ, пирĕн ентеш Светлана Асамат поэт-юрăç çамрăксене хавхалантарсах тăчĕ.Конкурс тÿрисем – композиторсем, поэтсем, паллă юрăçсем, журналистсем – кашнинех тивĕçлĕ хак пачĕç.
Шупашкарти пысăк сцена çине тухма тивĕç пулнисем хушшинче пирĕн ентеш те пур. Вăл – Сиккассинчи Илемлĕх пултарулăхĕпе кану центрĕн илемлĕх ертÿçи О.Кузьмина (ÿкерчĕкре). Вăл Хусанти культура институчĕн халăх музыка инструменчĕсен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Ольга шăрантарнă «Чăвашсене» юрă итлекенсен тата жюри членĕсен чĕрисене тыткăнларĕ. Çак юрра ун валли ятарласа «Салам» вокалпа инструментсен ансамблĕн ертÿçи В.Шпаков Кĕркури Шевкен сăмахĕсемпе хайланă. Çине тăни, тăрăшни сая кайман, Ольга çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕнче «Гран-при» илнĕ ятпа Диплом, асăнмалăх медаль пачĕç тата «Единая Россия» партин Шупашкар хула штабĕ тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор парнелерĕ. Çавăн пекех вăл «Чăвашлăх туйăмне палăртакан чи лайăх юрăç» номинацире çĕнтернĕшĕн те Диплома тивĕçрĕ.
Конкурс-фестиваль юрăçсемпе куракансем «Алран кайми» юрра юрланипе вĕçленчĕ.