28 марта 2008 г.
Çеçпĕл вăтам шкулĕнче "Зарница" çарпа спорт вăййи иртрĕ. Унта пур класс та хутшăнчĕ.
1-4-мĕш классенче вĕренекенсем ял çумĕнчи çырма çывăхĕнче тĕрлĕ конкурссене, хаваслă ăмăртусене хутшăнчĕç.
5-11-мĕш классенче вĕренекенсем "симĕссисем" тата "кăваккисем" çине пайланса Çеçпĕл çумĕнчи вăрмана çул тытрĕç. "Диверсантсен" ушкăнĕ "минăсем" лартрĕ, ытти чăрмавсем хатĕрлерĕ. "Симĕссисен" саперĕсен самаях ĕçлеме тиврĕ. "Минăсен" уйне кĕске вăхăтра тасатрĕç.
Палăртнă вырăна çитсен çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Граната ывăтассипе малти вырăнсене Л.Игнатьев, А.Данилов тата Р.Волков йышăнчĕç. А.Сергеева, А.Никифоров, Л.Игнатьев, Р.Михайлов, А.Лаврентьев, Н.Павлов компаспа лайăх усă курма пĕлнине кăтартса пачĕç.
Выляса ывăннă хыççăн ачасем вĕри апат çирĕç. Уçă сывлăшра пулнă хыççăн апачĕ епле тутлă иккен!