28 марта 2008 г.
Вăтапуç шкулĕнче ал ĕç куравĕ иртрĕ. Унта нумай ача хутшăнчĕ. Курава технологи вĕрентекен Г.Платонова йĕркелерĕ. Ачасем хăйсен тĕррисене, минтер пичĕсене, саппунĕсене тата пушă вăхăтра ăсталанă япалисене кăтартрĕç. Эпĕ хам çĕленĕ саппуна курава тăратрăм. Пирĕн класри хĕр ачасем те айккинче юлмарĕç, хăйсен ĕçĕсемпе курава пуянлатрĕç.
5-8-мĕш класра вĕренекенсем "Çамрăк кулинар" хаçат кăларчĕç. Пĕрремĕш вырăна – 6 класс, иккĕмĕшне – 8 класс, виççĕмĕшне 5 класс тивĕçрĕç.
6-мĕш класра вĕренекенсем икерчĕ пĕçерсе килнĕ. Аслă класра вĕренекенсем тутанса пăхса хак пачĕç. Килĕшрĕ вĕсене.