28 марта 2008 г.
Н.Петровская çырнă «Тăм тивнĕ чун» кĕнекине вара пăлханмасăр вулама çук. Кĕнеке урлă эпир автор пурнăç çине таса чунпа пăхнине куратпăр. Хăйĕн хайлавĕнче вăл вăрçă вăхăтĕнчи çамрăксен йывăр пурнăçне сăнласа парать. Çыравçă вулакансене йăнăш çул çине тăрасран асăрханма тата пурнăç çине яваплăрах пăхма хистет.
Нелли Петровская çырнă хайлавсене çăмăллăн вуланаççĕ, интереслĕ. Ман шутпа, чăннипех те конкурсра мала тухмалли хайлавсем. Эпир, вулакансем, унран тата та витĕмлĕрех повеçсемпе калавсем кĕтетпĕр, творчествăра ăнăçусем сунатпăр.