АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИСЕПЛЕÇÇĔ ВĔСЕНЕ ЯЛТА

26 марта 2008 г.

Сиккасси ялĕнче хисепе тивĕçлĕ çемьесем сахал мар. Шпаковсен çемйине вара уйрăмах палăртса хăварас килет. Вĕсем пирĕн ялта чылаййăн, хальхинче сире Сергей Егоровичпа Лариса Николаевнан çемйи çинчен каласа парас тетĕп.

Сергей Егорович Сиккасси ялĕнче 1958 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Пурнăç çулĕ Донецк хулине çитернĕ каччăна. Тăван яла таврăнсан, 1980 çулта, Сиккассинчи культура çуртĕнче халăх хорĕн концертмейстерĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Музыка ăсти ачасен искусство шкулĕнче те пĕр хушă ĕçлет. Ачасем ăна юратаççĕ, ял-йыш хисеплет, ĕçтешĕсем вара унран тĕслĕх илеççĕ. Шкулта, культура çуртĕнче тата ял тăрăхĕнче пĕр уяв та унсăрăн иртмест тесен те йăнăш пулмĕ.

Çул çитсен Сергей Чулкăмака хĕрĕпе Ларисăпа çемье чăмăртанă. Унăн мăшăрĕ – шăл тухтăрĕ. Вăл ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшать. Ăна ял халăхĕ ăшă кăмăллă тата сăпайлă пулнишĕн кăмăллать. Лариса Николаевна вулама та юратать. Чăвашсен илемлĕ литературипе вара уйрăмах кăсăкланать. Ялти тĕслĕх вулавăшне килекен çĕнĕ кĕнекесемпе интересленсех тăрать, хăйĕн шухăш-кăмăлне ытти вулакансемпе пайлать.

Ларисăпа Сергей икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Ачисене вĕсем мĕн пĕчĕкренех ал ĕç тума тата килти тирпей илеме вĕрентнĕ. Тĕрĕс воспитани илнĕ хĕрсем шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Надя шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ. Халĕ Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче вĕренет. Оля 2006 çулта тăххăрмĕш класа «пиллĕк» паллăсемпе вĕçлесе Шупашкарти çыхăну техникумне вĕренме кĕчĕ. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕсенче те «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Амăшĕ пекех кĕнекепе туслă. «Яла килсен вулавăша çитсе килмесĕр чун чăтмасть», - теççĕ студентсем.

Шпаковсем – пултаруллă та тăрăшуллă çемье. Вĕсем пек çемьесем пултăрччĕ хамăр районта.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика